Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен Чӑваш Енре регионсемпе муниципалитетсем хушшинчи ҫулсем ҫинче йывăр тиевлĕ машинăсене ҫурхи вӑхӑтлӑ чарусем кӗртеҫҫӗ.
Хушупа килĕшӳллĕн чарусем транспортăн кăтартăвĕ кирлӗ пӗлтерӗшӗсенчен пысӑкрах пулнипе çыхăннă. Ҫак ĕçсене ҫурхи тапхӑрта ҫул-йӗр çине йывăрлăха чакарма пуçарнă. Пĕлтерсе хăвармалла: ҫанталӑк вылянă вăхăтра — йĕпе юр çăвать е хăвăрт шăнтса лартать тата ытти пăтăрмах сиксе тухнӑ тапхӑрта тиев йывăрăшĕ 3-рен пуҫласа 6 тонна таран пулмалла. Чарусем ларса çӳрекенсене, апат-ҫимӗҫ, выльӑх-чӗрлӗх, эмел, медицина кислорочӗ, топливо, çунтармалли тата сӗрмелли хатĕрсем, ятарлӑ шӗвек, вӑрлӑх, удобрени, почта, инкекре пулăшмалли тиеве турттарма тата ҫул-йӗр хатĕрĕсене. Федераци влаҫ органӗсен транспорчĕсене, ҫар хӗсметĕн, медицина тата ҫӑлав службисене, пушарпа кĕрешекенсене тата право хуралӗн органӗсене чару пырса тĕкĕнмест.