Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Мăнкун хыççăнхи 7-мĕш эрнере, Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава ку тĕнчерен куçса кайнăранпа 5 çул çитрĕ. Ăна асăнса ирттернĕ кĕлле Пукравпа Татиана чиркĕвĕнче Чăваш митрополийĕн пуçлăхĕ, Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Савватий ертсе пычĕ.
Хисеплĕ митрополита аса илсе уншăн кĕлтума чиркĕве халăх нумайăн пуçтарăнчĕ. Чăваш митрополийĕн пуçлăхне Канаш епископĕ Стефан, Василий (Паскье) архимандрит, Иов (Мркелов) иероманах, собор настоятелĕ Николай Иванов протоиерей, округсен благочиннăйĕсем, Чăваш митрополийĕнчи чиркӳсен настоятелĕсемпе клирикĕсем пулăшса пычĕç. Священниксем Раççей çĕрĕнчи тăнăçлăхшăн Турра тархасларĕç, Варнава митрополита ĕмĕрлĕх пурнăçра канăçлăх сунса кĕлтурĕç.
Служба вăхăтĕнче Пукравпа Татиана чиркĕвĕн Кира Степанова ертсе пыракан хор юрларĕ. Литурги вăхăтĕнче Савватий митрополит Андрей Медведева дьякона кĕртрĕ. Владыка пилленипе Иоанн Маштаков иерей Кирилл Святейши Патриарх Пĕтĕм Тĕнчери Пĕрремĕш Пуху пулнăранпа 1700 çул çитнĕ ятпа саламласа янă çырăва вуласа пачĕ. Кĕлĕ вĕçленнĕ май Варнава митрополита асăнса лития юрларĕç, Савватий митрополит хайĕн сăмахне каларĕ.
Чиркĕве çӳрекенсем хисеплĕ те юратнă Варнава владыка çинчен ăшшăн аса илеççĕ.
Мария Матвеева, чиркĕве çӳрекен: Вăл пирĕншĕн яланах сывă. Эп часто ун вилтăпри çине каяп та унпа эп калаçап. Унпа калаçса чун лăпланать. Вăл пирĕнтен уйрăлса кайман, вăл пирĕнпе пĕрле. Пирĕн вăл чĕрере, пирĕн вăл чунра, эпир ăна юратнă, и халь те юрататпăр.
Вера Федорова, чиркĕве çӳрекен: Эп ăна астуни — ача пĕчĕккĕренпе çӳреме пуçланă. Аннепе пĕрле ача пĕчĕккĕ чух ялан ун патне çӳренĕ. Вăл яланах ăшшăн кăмăлпа ăнлантарса лайăх пиллесе паратчĕ пире. Унăн пиле пире яланах пулăшса пынă.
Кăнтăрла иртсен Савватий митрополит Сергий Радонежский ячĕпе лартнă чиркӳ алтарĕ çумĕнче, ĕмĕр асăнма тивĕçлĕ Варнава владыкăн вилтăпри çинче, лития ирттерчĕ.
Роза Деменцова, Зинаида Паршагина, Шупашкар епархийен пресс-служби