Чăн тĕнпе пурăнакансем Турă Амăшĕ çывăрса кайнă кунапаллă турĕç

Çурла уйăхĕн 28-мĕшĕнче чăн тĕнпе пурăнакансем Турă Амăшĕ çывăрса кайнă куна паллă турĕç. Ку вăл çулталăкри тĕп уявсенчен пĕри. Чăваш Енре çак куна халалласа 7 чирку лартнă.

Вĕсенчен пĕри Шупашкар тăрăхĕнчи Шемшер салинче вырнаçнă. Турă Амăшă ку тĕнчерен куçса кайнă кун уява халалланă кĕлле кунта Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Савватий йĕркелесе ирттерчĕ. Çак чиркĕве никесленĕренпе 200 çул ытла иртнĕ. Турра кĕлтума кунта таврари ялсенчен те, Шупашкартан та халăх йышлă çӳрет.

Уяв кунĕнче Чăваш митропролийĕ тата тепĕр священникпе пуянланчĕ: Савватий митрополит Андрей Медведев иерее священнике кĕме алă хурса пиллерĕ.

Çак кун икĕ эрне тăсăлнă çирĕп типĕ вăхăчĕ вĕçленчĕ, Турра ĕненекенсем ăна пăхăнса уява кĕтсе илме хатĕрленнĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе çак кун Турă Амăшĕ çывăрса кайнă ятпа лартнă чиркӳсем тавра хĕрес йăтса утаççĕ, Туррăн Таса Амăшне Марияна мухтаса юрлаççĕ. Успени кунне иккĕмĕш, е çуллахи Мăнкунпа танлаштараççĕ. Халăхра çак ят мĕне кура çирĕпленнĕ-ха? Мĕншĕн тесен çак кун эпир Турра Çуратнă Таса Хĕр Мария Хăйĕн çĕр çинчи пурнăçне вĕçленине аса илетпĕр. Çырса хăварнă тăрăх, ăна Гавриил архангел курăннă, тепĕр виçĕ кунтан вăл хăйĕн ывăлĕ Иисус Христос патне каяссине пĕлтернĕ. Турă Амăшĕ ахаль çынсем пек вилмен, вăл тарăн ыйха путнă, Ăна пĕлĕт çине чĕрĕллех илсе кайнă. Çавăнпа унăн çĕр çинчи пурнăçĕ вĕçленнине вăл çывăрса кайнипе танлаштараççĕ, çак пулăм хăй вара ĕмĕрлĕх пурнăçа пĕлтерет. Çавна май уяв иккĕмĕш Мăнкун ятпа та çирĕпленсе юлнă.

САВВАТИЙ, Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ: Паянхи кун, тăванăмăрсем, пире мĕне вĕрентет? Эпир, Турă хыççăн, Христос Тура хыççăн каякансем, вăхăт çитсен турă Амăшĕ пирĕнтен малтан хăйĕн ывăлĕ патне куçса кайнă. Вилсессĕн те вăл чĕрелсе тăнă. Чĕрĕлсе тăрса тупăкне тивмесĕрех хăйĕн ывăлĕ патне хăпарнă пулнă. Вара эпир те Христос килес умĕн эпир пурте вилнисем чĕрĕлсе тăрапăр та Христос Турă патне çĕкленсе кайăпăр. 

Роза Деменцова, Зинаида Паршагина Шупашкар епархийĕн пресс-служби