Чăваш Енре чи лайăх участковăя палăртас тĕллевпе сасăлав пырать. Конкурса хутшăнакансенчен пĕри — Руслан Афанасьев, вăл Шупашкарти 4-мĕш участокра ĕçлет.
Шкулта вĕреннĕ чухнех Руслан полици ĕçченĕсем çине пăхса вĕсем пек пулма ĕмĕтленнĕ. 8-мĕш çул участковăй пулса тăрăшать вăл. Шупашкарти çурçĕр хĕвеланăç районĕнчи 12 пин çын лăпкăлăхне упрать çамрăк. Кăçал çеç 25 преступление уçăмлатнă вăл, 50 хутчен йĕркене пăснине тупса çирĕплетнĕ.
Халăх участковăйĕ конкурс Чăваш Республикин шалти ĕçсен министерствин сайтĕнче пырать, «Народный участковый» ярăма кĕрсе конкурсăн иккĕмĕш тапхăрĕнчи мĕн пур кандидатпа паллашма тата тивĕçлишĕн сасăлама пулать, çакна паян çурçĕрччен тумалла.