Хĕле ăсатса, çуркуннене кĕтсе илчĕç

Авалхи йăла-йĕркене тĕпе хурса Элĕкре те хĕлпе сывпуллашрĕç. Çăварнире савăнăç çеç хуçаланчĕ. Элĕк тăрăхĕнчи уяв саманчĕсем тепĕр сюжетра.

Юрă-ташă, вăй виçни, çăварни карчăкне çунтарасси, тутлă икерчĕ çиесси — çăварнин чи паллă пулăмĕсем. «Сывă пул, сивĕ хĕл, килех ăшă çуркунне» — çак сăмахсемпе Элĕксем хĕле ăсатрĕç. Çамрăксем те, аслисемте чун-чĕререн савăнма тата канма пултарчĕç. «Тури чăвашсен йăли-йĕркипе культури» этнокилкартишĕн лапамĕнче ял тăрăхĕсем тĕрлĕ курав йĕркеленĕ. Унсăр пуçне культура çурчĕн ĕçченĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Вĕсенчен сумлă хăнасем те кая юлмарĕç, хыççăнах сцена çине васкарĕç. Кашни кил картишĕ хăйсен пурнăçне туллин сăнланă. Кунтах вырăнти ал ăстисен ĕçĕсемпе те паллашма май пулчĕ.

Эдикт Волков, Элĕк тăрăхĕнчи депутатсен Пухăвĕн председателĕ: Кăмăллă иртет ку уяв, сцена çинче юрăсем янăраççĕ, аккунта этнопаркра веç хатĕрленĕ, шутласан пери тăватă-пилĕк гектар çинче халь уяв пырать. Пурте ĕçлеççĕ, пурте савăнăçлă.

Пуçаруллисем мотоблок илемлетсе Элĕке килсе çитнĕ. Вĕсем те уяв халăхне савăнăç кӳчĕç.  Мăн Вылăри Владимир Ильин килти урхамахĕпе çитнĕ.  Элĕксене катаччи чуптарчĕ.

— Лаша тытăп эп 30 çул таранах. Кашни çулах уява тухатпăр ачасем ярăнашшăн, черет тăраç, ярăнтармалла ачасене. 

Кашни ял лапамĕсен кил картишĕсене мĕнле илемлетнине кура номинацисемпе çĕнтерӳçĕсене палăртрĕç. Ялсенчи пултарулăх ушкăнĕсемпе Элĕкри культура çурчĕ çумĕнчи артистсем юрри-кĕввипе куракана тыткăнларĕç. Спорт вăййисенче вара хастарсем тупăшрĕç. Маттур яшсемпе хĕрсем хăйсене канат туртасссипе, михĕпе пĕр-пĕрне çапса ӳкересси тата тĕрлĕ енлĕ ăмăртусенче тĕрĕслеме пултарчĕç. Çавăн пекех шахмат турнирĕ тата тĕрлĕ конкурс иртрĕ.

Татьяна Максимова, Юрий Корнилов, Чăваш Ен наци телевиденийĕ

Может быть интересно

Бердянские школы и детские сады получили гуманитарную помощь от чувашских педагогов

06.11.2025

Фотопроект «Семья героя» вновь объединил семьи участников специальной военной операции

06.11.2025

От вышивки — к музыке: в Москве презентовали «Современную музыкальную карту России»

06.11.2025

«Законы клоунов» из Чувашии получили одну из главных наград фестиваля социального кино «Шередарь

06.11.2025

«В хороводе многоликом»: Ко дню народного единства в Национальном музее прошла всероссийская акция «Ночь искусств»

06.11.2025

Школьники Чебоксар посетили Государственную Думу России по приглашению Аллы Салаевой

06.11.2025

«Бумбатл»: продолжается Всероссийская акция по сбору макулатуры

06.11.2025

В Чебоксарах прошли Всероссийские соревнования по спортивной борьбе среди мужчин на призы Героя России, генерал-лейтенанта Николая Гаврилова

06.11.2025