Тăван çĕрщыв хӳтĕлевçисене халаласса концерт

«Хамăрăннисене халаллатпăр». Çак ятпа Муркаш тăрăхĕнчи Москакасси шкулĕнче çарпа патриотика юрăсен конкурсне ирттерчĕç. Сумлă хăнасен йышĕнче Афган вăрçин ветеранĕсем, ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе вĕсен амăшĕсем пулчĕç.

— Ӳкрĕç пĕтрĕç çамрăк йывăçсем, Эх! Çаралчĕç вĕсен речĕсем Пурăнса та курайман вĕсем Ыттисемшĕн пуç хуракансем.

Олеся Яковлевăн юррипе хатĕрленĕ ташша пухăннисем тăрса пăхрĕç. Залри кашни çыннах вăл шухăша ячĕ. Ятарлă çар операцине хутшăннă салтаксем, ахăртнех, çапăçу хирĕнчи самантсене аса илчĕç, пĕрле тăшмана хирĕç кĕрешнĕ юлташĕсен сăнĕсем куç умне тухрĕç.

Светлана Расколова, Муркаш тăрăхĕн депутачĕ: Эсир ветерансем, хаклă ветерансем тата ятарлă çар операцине хутшăнакансем çак ачасем умĕнче эсир чăн-чăн авторитет, патриот сире курса вĕсем паянхи кунта шутлатăп эпĕ пĕртак та пулсан патротизм хăпарать пуль тесе шанатăп. Сире тавтапуç.

Патриотла юрăсен конкурсне пиллĕкмĕшпе вуннăмĕш классем хутшăнчĕç. Кашни вĕренекен чунпа хатĕрленнĕ уява.

— Солнцем пылая над нами Гордо летая ветрами С нами вольная земля Навсегда. День зажигая сердцами Вверх подымается знамя С нами вера, да любовь С нами Бог.

Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисем çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх. Паттăрсемпе тĕл пулни çитĕнекен ăрăва тĕрĕс çул суйласа илме пулăшать.

Алексей Зотиков, Сергей Щербаков, Чăваш Ен наци телевиденийĕ