Тăван çĕршыв историне кашнин пĕлмелле

2025-мĕш çулта çут ĕç мероприятисене ирттерессипе Чăваш Ен çĕршывра пĕрремĕш вырăнта. «Пĕлӳ» Раççей обществи тăрăшнипе республикăра 1700-е яхăн лекци, семинар тата ытти пулăма йĕркеленĕ. Вĕсене регионта пурăканан 95 пин çын итленĕ. Лекторсен йышĕнче ятарлă çар операцийĕн ветеранĕсем, ăсчахсем, патшалăх çыннисем, педагогсемпе журналистсем.

Хальхинче Елена Кряжева-Карцева лекци вуларĕ. Вăл истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ, çар ветеранĕ,эксперт.

Владимир Михайлов, Шупашкар тăрăхĕн пуçлăхĕ: Çак лекци питĕ вăхăтлă, питĕ кирлĕ. Çак практикăсене кайран хамăр ĕçре, Шупашкар муниципаллă округĕнче эпир хамăр ĕçтешсемпе калаçса тата ытти хамăрăн халăх патне илсе çитерме тăрăшатпăр.

Тăван çĕршыв историне пĕлни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вăл шăпах çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани пама пулăшать.

СНХ 6481: Елена Соловьева, Етĕрнери пуçламăш шкул директорĕ: Пирĕн шкулта 1-мĕш классран пуçласа 4-мĕш класс таран ачасем вĕренеççĕ. Истори урокĕсем çуккă. Анчах та эпĕ класс тулашĕнчи ĕçсем вăхăтĕнче ачасене историпе паллаштаратпăр. Тĕрлĕ класс тулашĕнчи мероприятисенче, патриотический мероприятисенче, çак Раççей историйĕпе, паттăрсен пултаруллăхĕпе пĕтĕмпех паллаштаратпăр. Елена Валерьевна паракан пĕлӳ çак ачасемпе тĕл пулусем ирттернĕ чухне те усă курма пулать.

Иртнисĕр малашлăх çук, теççĕ халăхра. Çитĕнекен ăру йăхран-йăха куçса пыракан йăла-йĕркене, историне ăнкарсан çеç пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илесси пирки иккĕленмеççĕ ĕç-пуçа йĕркелекенсем.