Турханти врач амбулаторийĕ 120 çул тултарчĕ

Патăрьел тăрăхĕнчи Турханти врач амбулаторийӗ 120 ҫул тултарчĕ. Савӑнӑҫлӑ та хаваслă уяв ялти культура ҫуртӗнче иртрӗ. Пĕр ĕмĕр ытла ĕнтĕ шурă халатлисем таврара пурăнакансен сывлăхне тимлеççĕ.

Турханти врач амбулатори историйӗ 1895-мĕш ҫулта пуҫланнă. Ун чухне ялта уйрӑм ҫуртра пӗрремӗш фельдшерпа акушер пунктне уҫнӑ. 1900-мĕш çулта халăх укçи-тенкипе пульница çĕкленĕ. Унтанпа сывлăх сыхлав учрежденийĕ нумай улшӑнусем тӳснӗ.

Алина Антонова, Турхан территори пайĕн пуçлăхĕ: Эп хам енчен каласан, эп качча килнĕ вăхăтра Турхан амбулаторийĕ вăл кивĕ çуртĕнче вырнаçатчĕ, унта Анатолий Валентинович ĕçлетчĕ. Эпĕ халĕ те хавас 23 çул иртнĕ кунтанпа вăл пирĕн Турханта ĕçленишĕн. Чăннипе каласан, сăмах май каласан пирĕн Турхан врач амбулаторинче кăна районĕпе виçĕ врач ĕçлет, эп уншăн сĕре хавас.

Паян амбулатори ултӑ ялта пурӑнакан 2075 ҫынна медицина пулӑшӑвӗпе тивĕçтерет. Учреждени хальхи технологисене тата сиплев меслечӗсене ӗҫе кӗртсе малалла аталанать. Уявра амбулатори кун-çулне те аса илчĕç.

Евгения Яковлева: Эпир ĕçленĕ вăхăтри хальхи ĕçленĕ вăхăтра танлаштарсан, мĕнле лайăх условисенче ĕслеççĕ. Ирхине ĕçе çитнĕ çĕре амбулатори ăшăнса та çитмесчĕ ĕнте, ют ялтан килекенсем тарласа килетчĕç, çурăмĕсем çине алшăлли хурса хуратчĕç. Килĕштерсе ĕçленĕ, тăватă врачпа ĕçлерĕм. Врачсем пурте лайăх пулнă, пирĕн ĕçре пулăшса пынă вĕсем.

Сывлӑх сыхлав тытăмĕнче нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн тав хучĕсемпе чысларĕç. Савăнăçлă лару-тăрура пухăннисем юрă-ташăпа та киленме пултарчĕç.

Татьяна Максимова, Олег Цыпленков, Чăваш Ен наци телевиденийĕ