Республикăри театрсем черетлĕ тапхăра уçаççĕ. Вырăс драма театрĕ «Тартюф» спектакльпе тата йăлана кĕнĕ бал-маскарадпа 103-мĕш сезонне пуçларĕ. Константин Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ 108-мĕш сезонта куракансене тахçантанпах кĕтнĕ «Нарспи» спектакльпе савăнтарĕ. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çамрăксен театрĕ 93-мĕш сезона «Ăса пула инкек» премьерăпа кĕрĕ.
Кашни çĕнĕ сезонта театрсем çĕнĕ спектальсем сцена çине кăлараççĕ. Иртнинче вĕсен шучĕ 60-а çитнĕ. Кăçалхинче те çак хисепрен кая мар пулмалла.
Светлана Каликова, Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ĕçĕсен тата архив ӗҫӗн министрӗ: Чи кĕтнĕ спектакльсене каласассăн вăл пирĕн Чăваш драма театрĕнче спектакль «Нарспи». Халь паянхи куна нумай хатĕрлеççĕ вăл спектакле, çĕнĕ декорацисем, çĕнĕ Нарспипе çĕнĕ Сетнере эпир сцена çинче курмалла. Вăл спектакле эпир. Константин Иванов çуралнăранпа 135 çул тултарнине халалларăмăр. Спектакльне вара лартма Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев грант панă пиллĕк миллион. Паллах та ку спектакле эпир питĕ кĕтетпĕр.
Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче юпа уйăхĕн вĕçĕнче «Акăш кӳлли» çĕнетнĕ балет тухмалла. Декораципе артистсен тумне улăштарĕç. Чăваш патшалăх филармонийĕнче «Аленький цветочек» мюзикл хатĕрлеççĕ. Чăваш Ен пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă проектсенче те культура ĕçченĕсем хастар хутшăнаççĕ.
Светлана Каликова, Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ĕçĕсен тата архив ӗҫӗн министрӗ: Пирĕн çĕнĕ проект республикăра пурнăçа кĕрсе пырать. «Яркое лето в Чувашии» тетпĕр эпир ăна. Çавна пула пирĕн театрсем нумайăшĕ вĕсем хăйсен ĕçне вĕçлемен. Сăмахран каласан оперăпа балет театрĕ вăл артисĕсем отпуска кайнă пулсассăн та нумай мероприятисем ирттерчĕ ытти регионтан килнĕ артистсемпе.
Çĕнĕ вĕренӳ çулĕнче «Культурăллă юн кун» пуçарăва та малалла тăсаççĕ. Ку проектпа республика Пушкин карттипе ĕçлет. Пĕлтĕр 52 пин вĕренекен явăçнă çак ĕçе.
Светлана Каликова, Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ĕçĕсен тата архив ӗҫӗн министрӗ: Кăçал пирĕн республикăра вырăс драма театрĕнче çĕнĕ фестиваль. Сентябрь вĕçĕнчĕ пуçланать. Вăл етĕрнере çуралса ӳснĕ артиста халалланă Николай Мордвинова. Паянхи куна спектакльсене уйăрса илнĕ. Вăл драма спектаклĕсен фестивалĕ пулать. Шансă тăратпăр вăл куракана питĕ килĕшĕ тесе. Вырăс драма театрĕ вăл тачă ĕçлет шкул программипе. Достоевский романĕсемпе лартнă спектакльсем пур. Братья Карамазовы. Преступление и наказание. Пушкин произведенийĕсемпе лартнă спектакльсем нумай. Пирĕн çамрăксен театрĕ кино та кăтартма пултарать.
Чăваш патшалăх пукане театрĕ черетлĕ сезона «Лир патша» спектакльпе уçрĕ. Нумаях пулмасть кунта «Ылтăн вăчăра» спектакль кун çути курчĕ.
Светлана Каликова, Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ĕçĕсен тата архив ӗҫӗн министрӗ: Мĕншĕн мухтас килет вăл театра? Вăл пукане театрĕ пулсассăн та вăл вĕсем артистсем режиссере директорĕ хатĕрлеççĕ спектакльсем пĕчĕк ачасем валли анчах мар. Вĕсем çемье валли хатĕрлеççĕ спектакльсем. Çак «Корол Лир» та çемьепе пăхмалли спектакль.
Театрсене чăваш пьесисемпе тивĕçтересси те тимлĕхре. Республикăра иккĕмĕш хут чăваш чĕлхипе çырнă хайлавсен конкурсне йĕркелерĕç.
Светлана Каликова, Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ĕçĕсен тата архив ӗҫӗн министрӗ: Çĕнтернĕ пьесăсем тухаççĕ пирĕн чааш драма театрĕн çцени çинче çамрăксен театрĕн çцени çинче. Çĕнтерменнисен вара вĕсене эпир Чăваш кĕнеке издательствине сĕнетпĕр. Пер сборнимке пуçтарса вĕсене пичетлемелле. Кашни пьесине хам вуласа тухрăм. Мĕншĕн тесен эпĕ хам та çак эксперт комиссине кĕретĕп. Паллах та пур питĕ тивĕçлĕ ĕçсем.
Иртнинче Арсений Тарасовăн «Хĕрлĕ кĕпеллĕ телей» пьесипе Николай Сидоровăн «Çунатлă çамрăклăх» çĕнтернĕ.
Алексей Зотиков, Николай Скворцов, Чăваш Ен наци телевиденийĕ