«Сывлăх патне утăм» проект çитес çул та ĕçлĕ

«Сывлăх патне утăм» проекта çитес çул та тăсма йышăннă. Куçса çÿрекен медицина центрĕсем картишсемпе урамсенче çулла ĕçлеме пуçлĕç.

Кăçал Чăваш Ен Пуçлăхĕн пуçарăвĕпе медицинăна çынсемпе çывăхрах тăвас тĕллевпе йĕркеленĕ проект 4 уйăх ĕçлерĕ. Çак тапхăрта республикăри 70 пин çын больницăна каймасăрах сывлăхне тĕрĕслеме пултарнă. Куçса çÿрекен центрсенче çынсем экспресс-анализсем пама, ЭКГ, маммографи тата ытти тĕрĕслевсене иртме пултарнă.

Проекта хутшăннă халăхăн 25 проценчĕн юн пусăмĕ пысăккине çирĕплетнĕ, 23 проценчĕн холестерин, 12 проценчĕн сахăр шайĕ пысăк. 40 проценчĕн кĕлтке йывăрăшĕ ытлашши, 1 проценчĕн куç пусăмĕ пысăк.

«Сывлăх патне утăм»:

69 917 çын хутшăннă

25 % – юн пусăмĕ пысăк

22,9 % – холестерин пысăк

12,6 % – сахăр пысăк

40,7 % – кĕлетке йывăрăшĕ ытлашши

22 пин пациента хушма тĕрĕслевсем ирттерме янă, пин çурă çын хăйсен пурнăçшăн хăрушă чир пуррине пĕлмен те. Вĕсене пĕрремĕш хут гипертони, сахар диабечĕ о онкологи диагноз лартнă.