«Сурăм çăлтăрĕсем» фестиваль вăй илсе пырать

Сурăм çăлтăрĕсем. Çак ятпа Муркаш муниципаллă округĕнчи Йӳçкасси тăрăхĕнчи Хуртан вар уçланкинче иккĕмĕш хут халăх пултарулăхăн фестивалĕ иртрĕ. Юрă-ташă уявне 40 ансамбль, ташă ушкăнĕсем, уйрăм юрлакансем хутшăнчĕç.

Халăхра ăна Йӳçкасси пуххи тесен ытларах пĕлеççĕ. Иисус Христос пĕлĕте çĕкленнĕ кун çурхи ака-суха ĕçĕсене вĕçлесен акатуй кĕрлеттернĕ кунта.

— Сĕм-сĕм вăрман сурăм вăрман сурăм вăрман çумĕнче пин тăвансем.

Йӳçкасси ял тăрăхне вун виçĕ ял кĕрет. Унта пурăнакансем пĕрлешсе «Ударник» хуçалăх йĕркеленĕ. 30 çул ытла ĕнте çак пĕрлешĕве Платон Давыдов ертсе пынă. Çĕр улмипе ĕçлекен предприятине республикăра кăна мар çĕршывĕпех пĕлнĕ, чикĕ леш енчи патшалăхсемпе те ĕçлĕ хутшăнусем йĕркеленĕ.

Геннадий Малинин, Йӳçкасси ял тăрăхĕнчи ветерансен канашĕн ертӳçи: Çак уява вăл пирĕн хуçалăх вăйлă ĕçлесе пынă вăхăтра хуçалăх ертӳçи Платон Павлович Давыдов питĕ хытă тимлетчĕ. Çурхи ĕçсем вĕçленнĕ хыççăн яланах подведение итогов тăватчĕ, саламлатчĕç, парнесем паратчĕç.

Алексей Матросов, Муркаш муниципаллă округĕн пуçлăхĕ: Çак вырăнта малтанхи çулсенче акатуй ирттернĕ пулнă. шел пулин те вăл йăла-йĕрке пăрахаçланă хыççăн пĕлтĕр ял халăх пухса шухăшланипе пĕрле пуçтарăнса уçланкине мая кĕртрĕç. Акатуй вырăнне вара Сурăм çăлтăрĕсем фестивале ирттерме шут тытрĕç.

«Сурăм çăлтăрĕсем» халăх пултарулăхĕн фестивалĕн кăçалхи çĕнĕлĕхĕ хутшăнакансен географийĕ анлăланни. Хуртан вар уçланкине республикăн тĕрлĕ тăрăхĕнчен çитрĕç. Ялти ĕç-пуç республика шайнĕ çĕкленни йӳçкассисене савăнтарать.

Ольга Сергеева, Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи Атнарти культура çурчĕн ертӳçи: Кунта эпир кăçалхи çул пĕрремĕш хут. Пирĕн Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕнчен хальлĕхе пирĕн Атнарсем кăна-ха. Çитес çул тата пысăкрах ушкăнпа килессе шанатпăр.

Наталья Николаева, Çĕмĕрле муниципаллă округĕн администрацийĕн культура, физкультура тата спорт пайĕн специалисчĕ: Çак фестивале эпир çĕмĕрле тăрăхĕнчен килсе çитрĕмĕр. Пирĕн çакăнта ташă ушкăнĕ хутшăнать юрăçсем. Питĕ савăнтарать çакăн пек пулăмра иртни çак фестиваль. Ялта пулсан та малалла та ăнăçу сунатпăр, фестивале тата та нумай хутшăнма сĕнетпĕр артистсене.

Владимир Павлов, «Каçал» халăх фольклор ансамблĕн ертӳçи: Çакăн пек фестивальсем ĕнтĕ паллах вĕсем питĕ кирлĕ. Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен çакăн пек фествальсем халăха пĕрлештереççĕ. Халĕ эпир уйрăмах çакăн пек самана кайрĕ. Çак саманара кашни çынна çакăн пек пĕр так кăна çав хуйăхсене ирттерсе ямашкăн пурнăçа малалла пăхма вĕрентеççĕ çакăн пек фестивальсем. Халăхсемпе халăхсене пĕрлештереççĕ. Пĕр пĕрне юратса пурăнма вĕрентеççĕ çакăн пек фестивальсем. Кун пек фестивальсем пур çĕртре те пулмаççĕ. Çавăнпа çак Муркаш районĕнче ирттерекенсене питĕ пысăк тав сăмахĕ каласшăн эпĕ.

Виталий Гордеев юрăç, Федор Васильев, композитор, Леонид Андреевпа Евстафий Владимиров профессорсем, Тамара Лазарева тухтăр, Нина Смирнова вĕрентекен тата ытти те. Йӳçкасси тăрăхĕ тĕрлĕ паллă çынсемпе пуян.

Татьяна Ермолаева, Муркашри тури чăвашсен музейĕн ертӳçи: Эпир çак уява Сурăм енчи ентешсен экспоначĕсене илсе тухрăмăр. Вĕсем тури чăвашсен музейĕнче. Çавăн пекех Федор Васильев музейĕнче нумай упранса юлнă. Паллах чи палли ĕнтĕ вăл Николай Лукич Яковлев. Вăл хăй вăхăтĕнче Панкли музейне уçнă.

Вун виçĕ ялтан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 779 çын кайнă. Вĕсенчен 459-ĕшĕ таврăнайман. Вĕсен ячĕсем ĕмĕрех халăх асĕнче. Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан йӳскассисем ыттисемпе пĕрлех эшкере аркатаççĕ.

Светлана Степанова, Йӳçкассинчи шкул директорĕн канашçи: Ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшма пирĕн шкул ачисем те хастар хутшăнаççĕ. Пушă вăхăт тупсассăнах эпир салтаксене хавахалантарас тĕлĕшпе виç кĕтеслĕ çырусем шăрçалатпăр, сыхлăх амулечĕсем ăсталатпăр. Пирĕн тăрăхран та çак ятарла çар операцине çичĕ çамрăк çичĕ яш кайса паттăрăн пуçĕсене хучĕç. Шкулта çак паттăрсенчен пĕрин ячĕпе Лукин Ким Игоревич ячĕпе Герой парттине уçрĕç.

Хуртан вар уçланки вун виçĕ яла пĕрлештерекен вырăн. Пĕр чăмăра пухăнсан кăна пысăк ĕçсем тума пулать.

Александр Давыдов, Муркаш тăрăхĕн депутачĕ: Ял-йышпа пĕрле пĕр шухăшлă пулса çак уçланкă нумай пушă ларнине кура эпир пĕр шухăшла пулса çак уçланкăна чертсе ятăмăр. Эпĕр чертсе ярса çакăнта мĕн тăвасшăн-ха? Паянхи кун халăхăн пуçтарăнса культурăпа массăллă мероприятисем ирттермешкĕн тата кану кунĕсем ирттермели вырăн туса лартрăмăр. Тата пирĕн тĕллевсем питĕ нумай, питĕ пысăк. Эпир унта лайăх пулсассăн, Турри пулăшсассăн купель те туса лартасшăн.

Пĕрлĕхре вăй. Çакна тĕпе хурса пурăнаççе те Йӳçкассисем. Эппин, палăртнине пурнăçлама хăват çитмелле.

Алексей Зотиков, Олег Цыпленков, Чăваш Ен наци телевиденийĕ