Спорт туризмĕпе Чăваш Республикин чемпионачĕ иртрĕ

Хăвăртлăх, вăй, ушкăнпа ăмăртни. Шупашкарта сăртлă вырăнти спорт туризмĕ енĕпе Чăваш Республикин чемпионачĕ иртрĕ. Унта тĕп хуламăрти, Çĕнĕ Шупашкарти, Çĕрпӳпе Етрĕне тăрăхĕсенчи хастарсем хăйсен тăрăшулăхне кăтартрĕç.

Чи хумхануллă тата пĕлтерĕшлĕ самант — старта тухасси. Пĕрисем тӳрех хăвăртлăха туйса малалла талпăнаççĕ, теприсемшĕн çакă кăшт йывăра килме те пултарать. Çапах та çумра хавхалантарса, вăй парса тăраканскерсем пулсан дистанцие парăнтарма та çăмăлрах. Ăмăрту тăрăшшĕпех Шупкашакрти «Амазони» паркĕ çывăхĕнчи шав таçтан илтĕнчĕ. Шăпах çак вырăнта чемпионат иртрĕ.

Сергей Петров, ăмăртăва хутшăнакан: Пирĕн ту тарăхĕнче чупмалли ăмартусем иртеççĕ. Чупса тухрăмăр хамăр атьсемпе пĕрле. Питĕ хĕрӳ ăмăрту ушкăнсем хушшинче иртрĕ.

Ушкăнсенче каччăсемпе пĕрле хĕрсем те пур. Вĕсем те яшсенчен кая мар тăрăшаççĕ, хăвартлăхпа палăраççĕ. Кăçал юр сахал çунăран, хулара вăл çукпа пĕрех. Çавăнпа та спортсменсен кăшт пылчăк та çăрма тиврĕ, çапах та ку  кăмăл-туйăма кăна çĕклерĕ, тет яш-кĕрĕм.

Пурĕ чемпионатра 3 ушкăн тупăшрĕ. Ăмăртăвăн пĕтĕм тапхăрĕн пĕтĕмлетĕвĕпе «ту ушкăнĕ» дисциплинăра Шупашкарти спортсменсем мала тухрĕç, çак енпех хĕрсемпе каччăсем хушшинче Çĕрпӳри «Асамат» спорт шкулĕн хастарĕсем «ылтăна» тивĕçрĕç, юниорсем хушшинче вара пĕрремĕш вырăнта Етĕрнесем.

Анастасия  Сидорова, Чăваш Ен наци телевиденийĕ.

 

Может быть интересно

Олег Николаев: Ретро-поезд «Чебоксары — Канаш» станет новым форматом путешествий по Чувашии

08.01.2026

Более 1 миллиарда рублей за 4 года будет вложено в поддержку рождаемости и семейного благополучия в Чувашии

08.01.2026

В ночь с 6 на 7 января во всех храмах Чувашии пройдут Рождественские Богослужения

06.01.2026

5 января метель, гололед и снегопад не прекратятся: Госавтоинспекция и Минтранс Чувашии просят автомобилистов воздержаться от поездок на машине

04.01.2026

Работа по расчистке дорог в городах и округах Чувашии продолжается

04.01.2026

Как сделать зимние каникулы безопасными: правила катания на тюбингах и осторожность на льду

03.01.2026

В Чувашии провели рабочее совещание с руководителями всех операторов связи региона — Т2 (Ростелеком), Мегафона, Билайна и МТС

03.01.2026

Чебоксары — победитель национального конкурса «Город России — 2025»

02.01.2026