Республикăра пурăнакансем 2025-мĕш çул мĕнле иртнине каласа пачĕç

2026-мĕш çул хăй ирĕкне тачă кĕчĕ. Çулталăк вĕçленнĕ май пулса-иртнине пĕтĕмлетесси йăлана çаврăннă ĕнтĕ. Республикăра пурăнакансемшĕн иртекен çул мĕнпе асра юлнă-ши? Çитес çул мĕнле тĕллевсем лартать кашни хăй умне? Çакăнпа пирĕн пултарулăх ушкăнĕ кăсăкланчĕ.

Юр кĕлетке: Салам кашнине! 2025-мĕш çул питĕ лайăх иртрĕ. Мана — юр кĕлеткене, паян юртан пуçтарса турĕç.

Çĕнĕ çитĕнӳсемпе кăсăклă çулçӳревсен е çемьери ăшăлăхпа çĕнĕ пуçарусен çулталăкĕ — 2025-мĕш çул кашниншĕн тĕрлĕрен пулнă. Пĕрисемшĕн вăл яланах асра юлмалла илемлĕ пулăмсемпе пуян тапхăр пулса тăчĕ, теприсемшĕн — йывăрлăхсене парăнтармалли вăхăт. Темле пулсан та пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ çемье çинчен ĕмĕтленни тата çутă пуласлăха шанни пĕрлештерет.

Дарья Романова: Ку çулта эпир юлташсемпе Хусан хулинче пултăмăр. Регион традицисемпе паллашрамăр. Çемйепе тата юлташсемпе пĕрле нумай пултăмăр.Пĕрле мероприятисене кайса килтĕмĕр.Тĕслĕхрен, паян юлташсемпе мастер-класа кайса килтĕмĕр.Магнитсем туса килтĕмĕр. Тепĕр çулта ĕçре тата вĕренӳре çĕнĕ çĕнтерӳсем тăвас килет.Çемйепе тата юлташсемпе нумайрах вăхăт ирттерес килет.

Ангелина Агентова: 2025-мĕш çулта эпир машина илтĕмĕр, Абхазине кайса килтĕмĕр. Нумай ĕçленĕ. 26-мĕш çултан пока нимле те плансем çук. Качча каяс килет.

Телейлĕ пулма нумай та кирлĕ мар, палăртаççĕ нумайăшĕ. Чи пахи — юнашар çывăх та юратнă çынсем пулни, çемье ăшшине туйса пурăнни.

Дарья Мулгачева: 2025-мĕш çул маншăн питĕ хаваслă иртсе кайрĕ. Эпĕ нумай çитĕнӳсем пурнăçларăм. 2026-мĕш çулта эпĕ хамăн çемьепе вăхăт ирттересшĕн.

Çĕнĕ тĕллевсем хушшинче — вĕренӳри тата ĕçри çитĕнӳсем, кăмăллă туянусем, тăнăç тӳпе,юрату тата çутă телей.

Ольга Иванова: 25-мĕш çул маншăн питĕ интереслĕ пулчĕ.Пĕрремĕш раз эпĕ конкурс «Я-женщинара» участвовать туса. Маншăн вăл интересно пулчĕ. Упăшка СВОра пулнипе хама отвлекать тумашкăн эпĕ тата пĕтĕм конкурссенче, мероприятисенче — больницăра ĕçленипе. Унта профсоюз енĕпе нумай спортивный мероприятисем пулнă. Çавăнта хутшăннă. 2026-мĕш çулта та спортпа туслă пулма тăрăшасшăн.

София Матюшкина: Эпĕ хама килĕшекен телефона туянтăм. 2026-мĕш çулта хамăн ĕмĕтсене пурнăçлама тăрăшатăп. Хамăн юратăва тупасса шанатăп.

Çĕнĕ çул кунĕсенче кашнин чун-чĕринче асамлăх хуçаланать. Çунатлă ĕмĕтсем те çак вăхăтра вăй илеççĕ. Апла пулсан пĕтĕм йывăрлăхсем 2025-мĕш çулта юлччĕр. 2026-мĕш çул вара кашни чĕрене юратупа ăнăçу, кашни кил-çурта килĕшӳпе ырлăх парнелетĕр.

Ольга Савинова, Екатерина Шиверова, Бахтияр Велиев, Павел Иритков, Чăваш Ен наци телевиденийĕ