«Раштав çăлтăрĕ» фестиваль вырсарни шкулĕсене çӳрекенсене пĕр лапама пуçтарчĕ

Христос çуралнине халалласа ирттерекен уява ачасен пултарулăх ушкăнĕсем Шупашкартан, Вăрнартан, Çĕмĕрлерен, Хĕрлĕ Чутайран, Шупашкар тата Муркаш округĕсенчен килсе ситнĕ.

Вĕсене Шыва Кĕртекен Иоанн çуралнă ячĕпе Шупашкарта лартнă чиркӳ настоятелĕ, Чăваш Ен наци радиовĕнче «Пачăшкă сăмахĕ» тата «Чĕрĕлĕх çути» кăларăмсене ертсе пыракан Петр Федоров протоиерей пиллесе саламларĕ. Фестивале хутшăнакансем юрларĕç, сценкăсем выляса кăтартрĕç, сăвăсем каларĕç. Вырсарни шкулĕсен ертӳçисен пархатарлă ĕçне уйрăммăн палăртса хăвармалла: вĕсен тăрăшулăхне кура концерт номерĕсем тĕрлĕ енлĕ, интереслĕ пулчĕç. Тĕслĕхрен, Муркаш округĕнчи Оринино чиркĕвĕнчи вырсарни шкулне çӳрекенсем Вифлеем çăлтăрĕ çуталса кайнă саманта сăнарласа пама ятарласа тумсем çĕлесе хатĕрленĕ. Юлия Захарова сценкăра Турă Амăшĕн сăнарне калăпларĕ.

Юлия Захарова: Эпир питĕ хатĕрленетпĕр. Сценкăсем, юрăсем, сăвăсем, веçех лартатпăр. 

Аня Кузнецова сцена çинчен сăвă каларĕ. Ăна хавхалантарма уява ашшĕ те килнĕ.

Александр Кузнецов: Эп тав сăмахĕ каласшăн çакнашкал конкурссем ирттернĕшĕн çакăнта. Питĕ пысăк уяв вăл. Пăхăр-ха, мĕн чухлĕ ача, юрлаççĕ, сăвăсем калаççĕ, Эпир вĕт-ха пурте шанатпăр лайăх пурăнасса. Эпир пурте шанатпăр çав пуласса. 

Анна Кузнецова: Пурне те уяв ячĕпе саламлатăп. Çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатăп. Фестиваль питĕ лайăх иртрĕ. Тавтапуç сире. 

Çакнашкал фестивальсем ирттернин пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Вăл ачасен пултарулăхне аталантарма, кăмăл-сипет тĕлĕшенчен воспитани пама, вĕсен тĕн пĕлĕвне ӳстерме май парать.

Роза Деменцова, Зинаида Паршагина, Шупашкар епархийен пресс-служби