Пĕтĕм тĕнчери рак чирĕпе кĕрешмелли кун

Нарăс уйăхĕн 4-мĕшĕ пĕтĕм тĕнчери рак чирĕпе кĕрешмелли кун. Унăн тĕллевĕ — усал шыçăпа халăха тимлĕрех пулма ыйтасси.

Шыçă чирне темиçе ĕмĕр каялла Египетра тупса палăртнă. «Канцер» ята Гиппократ панă пулнă, Римра вара ăна латин чĕлхине «рак» тесе куçарнă. Çакăнтан пуçланнă та ĕнтĕ çак кăшлакан чирĕн ячĕ. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ палăртнă тăрăх, ракпа чирлекенсен шучĕ 2050-мĕш çул тĕлне 35 миллиона çитме пултарать. Медицина та пĕр вырăнта тăмасть — кăшлакан чире вăхăтра асăрхасан ăна тĕп тума шанăç пур. «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ те усал шыççа пула вилнĕ тĕслĕхсен йышне чакарнă. Малашне ăна «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕ тимлĕ.

Чăваш Енре ракпа чирлекенсене психологи пулăшăвĕ пани те пысăк пĕлтерешлĕ. Республикăри онкологи диспансерĕ çумĕнче пулăшу центрĕ ĕçлет. Кунта ĕнтĕ пациентсем çеç мар, çывăх çыннисем те килме пултараççĕ. Тухтăрсем палăртнă тăрăх, рак чирĕн 43 процентне шала кайиччен сыватма май пур. Чи малтан сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла, эрех-сăрапа иртĕхмелле мар, пирус туртма юрамасть. Унсăр пуçне паха апат-çимĕç çимелле.