Поэзи тĕнчин ăстине чысларĕç

Елчĕкре Афалек Энтепе çуралнăранпа 75 çул çитнине халалласа асăну каçе иртрĕ. Туйăмлă та тарăн шухăшлă, поэт пултарулăхне унăн ĕстешĕсем çакăн пек пахаларĕç, çамрăк ăрăва унăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа пачĕç.

Пин-пин пике саламлăн кулнăран.Сан тунсăхлă куллу пит килĕшет.Чуна ытла та çывăх пулнăран сисмесĕрех çӳçентерсе илет.

Афалек Энтепе шăрçаланă çак савă йĕркисене асăну каçĕнче унăн мăнукĕ вуласа пачĕ. Апла пулсан пултаруллă елчĕк арĕн ăсталăхĕ çитĕнекен ăрура малаллах тăсăлать.

Сумлă ентеше чысласа йĕркеленĕ ĕç-пуçа халăх йышлăн пуçтарăнчĕ. Вăл шутра паллă литераторсем, вулавăш тата культура ĕçченĕсем, поэтăн тус-юлташĕ тата ытти хăнасем. Кунта сăвăçăн хайлавĕсене вуларĕç, унăн ачалăхпа çамрăклăх кунĕсене, пултарулăх çулне аса илчĕç.

Асăну каçне Афалек Энтепе сăвăçпа пĕр ялта çуралса ӳснĕ Раççей писателĕсен союзĕн пайташĕ Любовь Федорова та хутшăнмасăр юлма пултараймарĕ. Вăл юлташне ăшă сăмахсемпе аса илет, унăн ĕçĕсемпе паянхи кун та хавхаланнине палăртать. Олег Андреев ачаранпах кĕнеке вулама кăмăлланă иккен. Ыттисем вăйă выляна чухне те унăн аллинче мĕнле те пулсан çĕнĕ хайлав пулнă. Вăл пĕрремĕш хут ял халăхĕн чун-чĕрине тивертнĕ саманта та асра упрать тантăшĕ.

Любовь Федорова, поэт: Концерт пулчĕ. Çак концертра Афалек сăвă вуларĕ.Çеçпĕл Мишши пек. Çав тери тарăн шухăшлă, туйăмлă, ăнланмалла. Халăх патне, ял-йыш патне çитермелле сăвă пулчĕ ку. Эп ăна нихăçан та манса каяймастăп. Унăн поэзине эп яланах хакланă. Вăл «Çăлтарпи» ярăмĕ пурччĕ.Çав тери ачаш туйăмпа юратакан поэт пулнă.

Олег Андреев Елчĕк тăрăхĕнчи Энтепе ялĕнче çуралнă. 1973 çулта вăл Илья Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн хими факультетĕнчен, 1982 çулта Чулхулари парти аслă шкулĕнче вĕренсе тухнă. 10 çул хушши пĕлӳ çурчĕсенче ĕçленĕ, Энтепери вăтам шкулта директор пулса вăй хунă. Унтан Елчĕк районĕнче комсомол тата парти райкомĕсенче тăрăшнă.

Çыравçă ĕçне студент çулĕсенче пикенет, çав çулсенче республика хаçат-журналĕсенче сăвăсем пичетрен тухаççĕ. Сăвăçăн чăвашла сăвăсен виçĕ пуххине хатĕрлесе кăларнă. Вĕсем «Çулшырав», «Хутăш вăрман» тата «Киле таврăнни» кĕнекесем.

Николай Малышкин, «Елчĕк ен» хаçат редакторĕ: Вăл сăмаха васкамасăр, тĕплĕн шухăшласа калакан çын пулнă.Çав поэт пулни ĕнтĕ унăн сăмахĕсенчен те курăнатчĕ. Сăввисем те унăн питĕ тарăн шухăшлă.Çутçанталăка пурнăçпа тачă çыхăнтарса уçса панă вăл вĕсенче. Юрату теми те, туслăх теми те унăн ĕçĕсенче тĕп вырăн йышăнаççĕ.

Олег Андреевăн хайлавĕсене Чăваш Енре тухса тăракан хаçат-журналсенче çеç мар, Тутарстанра, Пушкăртстанра та тăтăшах пичетленĕ.

Асăну каçĕнче сăвăçа асăнса нумай ăшă сăмах каларĕç, шкул ачисем унăн сăввисене илемлĕ вуласа, юрă ăстисем чăваш халăх юррисене шăратса савăнтарчĕç.

Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать те, шăнкăр-шăнкăр шыв юхать. Шыв юхать те, шыв юхать те чул юлать.Шыв юхать те, шыв юхать те чул юлать».

Ольга Савинова, Олег Цыпленков, Чăваш Ен Наци телевиденийĕ