Муниципалитет пурнăçне çутатса парать, халăх пăшăрханăвĕсене уçăмлатать. Çĕмĕрле тăрăхĕнче тухса тăракан «Малалла» хаçат 90 çулхи юбилейне паллă тăвать.
«Малалла» хаçат 90 çул хушшинче нумай улшăнусем тӳснĕ. Кунта хăйĕн ĕçне чунтан парăннă çынсем тăрăшаççĕ. Пичет технологийĕ улшăннă пулин те, калем ăстисен тĕллевĕ çавах — çĕршывра тата республикăра мĕн пулса иртнине тĕрĕс те пур енлĕн çутатасси. Хаçат пурнăç таппипе тан утать. Хальхи саманари технологисем вăхăтĕнче те вăл вулакансен шутне упрама, ӳстерме тăрăшать. «Малалла» хаçатăн хăйĕн сайчĕ, социаллă тетелсенче ушкăнсем пур. Çакă вара тĕрлĕ тăрăхра пурăнакан ентешсене тăван енпе юнашар пулма, унăн пурнăçĕпе кăсăкланма тата хăйсен шухăшне хăварма та май парать.
Елизавета Цветкова, Чăваш Ен наци телевиденийĕ