Шăмат кун, юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче Шупашкарти тĕп больницăра кăкăр шыççине тупса палăртма уçă алăксен кунĕ иртĕ. Мероприятие «Вăрăм та хăтлă пурнăç наци проекчĕн «Онкологи чирĕсемпе кĕрешсси» регион проекчĕпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ.
Кашни хĕрарăмах больницăна килсе чир пирки ытларах пĕлме пултар тата килтех кăкăра тĕрĕслеме вĕрентĕç. Хĕрарăмсене больницăн иккĕмĕш поликлиникинче, вăл Ленин проспектĕнчи 12-мĕш çуртра вырнаçнă, 408-мĕш тата 409-мĕш пÿлĕмсенче 8 сехетрен 13 сехетчен йышăнĕç. Маларах телефонпа шăнкăравласа çырăнмалла. Тухтăрсем кăкăр шыççи чи анлă сарăлнă онкологи чирĕсенчен пĕри, анчах малтанхи тапхăрта тупса палăртсан вăл ăнăçлă сипленет.
Титр тел.(8352) 26-00-33