«Культурăллă юн кун» проект кăçал та пурнăçланĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Культурăллă юн кун» проект кăçал та пурнăçланĕ. Унпа килĕшӳллĕн кашни юн кун театрсемпе концерт учрежденийĕсем муниципалитетсене çитсе тĕрлĕ постановка кăтартаççĕ.

Программăпа усă курассипе Чăваш Ен çĕршывра малтисен ретĕнче. Республикăра 107 пине яхăн çамрăк пурăнать. Кăçалтан Пушкин карттине кăларакан банка улăштарнă, çавăнпа та пурин те карттăсене çентеме тивнĕ.

Светлана Каликова, Чăваш Республикин культура министрĕ: Шкулсемпе пĕрле, институт, университетсемпе пĕрле журналистсемпе пĕрле питĕ нумай ĕçлеме лекрĕ. Çамрăксем патне çитерме çак йыхрава. Почта банкран куçма ВТБ банка куçма заявлени çырмалла тесе госуслугăра. 30-мĕш декабрь валли пирĕн 60 процент çамрăк çырнă.

Палăртнă хисепе Раççейре çитекенни пулман. Эппин, çамрăксем картта паракан çамăллахсемпе хаваспах усă кураççĕ. Яшсемпе хĕрсем программа пулăшнипе театрсемпе концерт учрежденийĕсене çеç мар, музейсемпе кинотеарсене те çӳреççĕ.

Светлана Каликова, Чăваш Республикин культура министрĕ: Тепĕр хушу пулнă Республика Пуçлăхĕнчен. Кашни муниципалитетра кинотеатрсем уçмалла тесе. Пирĕн 25-мĕш çулта тăватă çĕнĕ кинотеатр уçăлчĕ. Кăçал виçĕ кинотеатр уçатпăр. Виçĕ кинотеатр уçсассăн кашни муниципалитетра кинозалсем тухăçлă ĕçлеме пуçлаççĕ.

Алексей Зотиков, Юрий Марков, Чăваш Ен Наци телевиденийĕ