Вĕсемпе Чăваш Ен мухтанать

Сирĕнпе Чăваш Ен мухтанать. Çакăн пек ятпа Првительство çуртĕнче тĕл пулу иртнĕ. Унта 2025 çулта Раççей шайĕнче палăрнă çынсене чысларĕç. Çапла майпа кăçал та çитĕнÿсем тума пĕр-пĕринчен хавхалану илчĕç вĕсем. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев вĕсен вăй-хăвачĕ ыттисемшĕн те тĕслĕх пуласса шаннине пĕлтерчĕ.

— Ман урăх çĕре каяс та килмест. Мана хамăр республикăра пите килĕшет, кунта çуралнă, ÿснĕ, атте-анне юнашар. 

Залра пуçтарăннисенчен кашниех çак сăмахсене калама пултарать, ахăр. Вĕсем хăйсен ĕçĕпе республика аталанăвне тÿпе хываççĕ. Анлă Атăл пекех, палăртать Олег Николаев, вăл пĕчĕк çăлкуç пĕрлешнĕрен мăнаçлă юханшыва çаврăнать. Залта пуçтарăннисен çитĕнĕвĕ те Чăваш Ене Раççей шайĕнче кĕрлеме, хамăр кĕтесе вара меллĕрех те хитререх тума пулăшать.

— Иртен пуçласа каçчен ĕçре пуласассăн та упăшка ĕçрен килсен çулла стадиона чупма çӳретпĕр пурте пĕрле çемьепе. Пĕрремĕш вырăн чупса эпир, конечно илейместпĕр, но пĕтĕм çемьепе пĕрле пĕр ушкăн пулса пĕр командăра эпир Всероссийский Зарницăра 2-мĕш вырăн йышăнма вăй çитертĕмĕр.

Çĕнĕ çулхи ĕмĕтсем те çемьен республика аталанăвĕпе çыхăннă. Мăшăр строительство тытăмĕнче ĕçлет. Кăçал хăйсем тăрăшакан объектра ĕç вĕçленессе шанаççĕ, Комсомольскинче шкул çĕклеççĕ вĕсем.

Залта тĕрлĕ тытăмра ĕслекенсем: ятарлă çар операцийĕн ветеранĕсем, спортсменсем, вĕрентекенсем, журналистсем. Муркаш тăрăхĕн администрацийĕн финанс пайĕн ĕçченĕсем акă Раççейри 350 муниципалитет хушшинче çулталăк бюджетне йĕркелес енĕпе мала тухнă. Олег Николаев Чăваш Ен çулленех хăй ĕçлесе илекен тупăша 20 процент таран ÿстернине палăртать, çакă йăлтах пĕрлехи ĕç. Сăмах май, тĕл пулăва хутшăнакансенчен кашниех пĕр йыша пĕр шухăшлă çынсем пуçтарăнни çеç çĕршыв шайĕнче çĕнтерме май панине палăртать.