Вĕренекенсемшĕн молебен ирттерчĕç

Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланнине чăн тĕнпе пурăнакансем хăйне евĕр паллă тăваççĕ. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ умĕнхи кунсенче Чăваш Енри чиркӳсенче вĕренекенсемшĕн кĕлĕсем ирттерчĕç.

Çулталăкри çу кунĕсене вĕçлекен вырсарникун чиркӳсенче ача-пăча нихçанхинчен нумай пулчĕ. Уйрăмах республикăри тĕп чиркĕве – кафедраллă Введени соборне – чылайăн пустарăнчĕç вĕсем. Çак кунсенче кунта Мускаври Телейлĕ Матрона Аннемĕрĕн таса ӳчĕн пайне илсе килнĕ. Таса япала умĕнче пуç тайса кĕлтума çитĕннисем ачисемпе килеççĕ. Ашшĕ-амăшĕсем вĕсемпе пĕрле Литургие хутшăнса çĕнĕ вĕренӳ çулĕ умĕн пиллĕх илчĕç.

Ытти кунпа танлаштарсан, хальхинче çылăх каçарттаракансен черетĕнче шкул ачисемпе çамрăксем нумайăн пулчĕç. Туррăн Ӳчĕпе Юнне ăша илекенсен йышĕнче ытларах шкул ачисемпе студентсем, колледжсемпе училищĕсенче пĕлӳ илекенсем. Кĕлĕ йĕрки вĕçленсен вĕренекенсемшĕн ятарлă молебен иртрĕ. Унта Турăран тарăн пĕлӳ илес тесе пулăшу ыйтаççĕ. Христос тĕнĕпе пурăнакансем хăйсен ачисем пуян ăс-халлă, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен таса пулччăр, Чăн тĕнпе пурăнччăр тесе кĕл тăваççĕ. Турра вĕренекенсемшĕн çеç мар, учительсемшĕн те, ашшĕ-амăшĕшĕн те, пĕлӳ илме пулăшакансемшĕн пуриншĕн те тархаслаççĕ. Кĕлĕ вĕçленсен священниксем чиркĕве килнисене таса шывпа сирпĕтрĕç. Чиркӳ çапла пилленине Турра ĕненекенсем пурнăçра пулăшакан тивлет вырăнне йышăнаççĕ.

Роза Деменцова, Зинаида Паршагина, Шупашкар епархийĕн пресс-служби