Ашшĕне сума суса

Кашни çулах нарăс уйăхĕнче Муркаш тăрăхĕнчи Йӳçкасси ялĕнче шашка турнирĕ ирттересси ырă йăлана кĕчĕ. Ăна шашкăпа спорт мастерĕн кандидатне, ултă хут Муркаш районĕн чемпионĕ пулнă Александр Ермолаева халаллаççĕ.

Кăçал та вырăнти культура çуртĕнче халăх йышлă пухăнчĕ. 20-мĕш хут йĕркелекен ăмăртăва 26 çын хутшăнчĕ.

Аня Ермолаева тăватă çулта кăна пулин те шашкăлла выляма вĕренесшĕн. Ку явапа хăйĕн çине ашшĕн шăллĕ илнĕ. Асли кĕçĕннине кашни кӳлепине упрамаллине палăртать. Шашкăна алла илесси Ермолаевсен çемйинче ăруран ăрăва куçса пырать.

Александр Ермолаев, ывăлĕ: Выляса пĕчĕккĕ чухне пĕрле. Вĕрентетче мана ăçта мĕнле тĕрĕс куçмаллине. Тĕрĕс мар куçсассăн вăрçатчĕ. Ун пек ан куç тетчĕ. Шутла ытларах тетчĕ. Шутласа ларан тепĕр вунă минут пилĕк минут куçанчĕ. Вара калатчĕ вот тĕрĕс молодец. Вĕрентетчĕ.

Александр Александрович чылай çул Йӳçкасси шкулĕнче ĕçленĕ. Ачасене тĕрлĕ предметпа пĕлӳ панă.

Александр Давыдов, Муркаш тăрăхĕн депутачĕ:Чăнах та питĕ маттур пултаруллă çын пулса. Вăл виçĕ аслă пĕлĕм илнĕ çын. Пире шкулта нумай вĕрентсе. Музыкăна та вĕрентсе, историпе те вĕрентсе, военный руководитель пулса та ĕçлесе. Анчах та вăл шкулта анчах мар вăл пире пурнăçра та нума й вĕрентсе. Мĕнле пурăнмаллине. Хăйĕн тĕслехĕсемпе пире сахалрах йăнăшсем тума каласа ăнлантарса пырса.

Сан Санч. Халăхра хисеплесе çапла чĕннĕ ăна. 15 хут шашка турнирне вăл хăй ирттернĕ. Халĕ ĕнтĕ пилĕкмĕш çул ашшĕне хисеплесе ачисем йĕркелеççĕ.

Валериан Павлов, турнира хутшăнакан: Юлашки пилĕк çул халь уже унсăрах вылятпăр эпир. Ывăл ачисене, çемйисене тав çак турнира яланах ирттернĕшĕн, пире чĕннĕшĕн, çак турнир пирки манса кайманшăн. Çак турнир яланах ăнăçлă ирттĕр, малалла та аталанса пыртăр.

20-мĕш хут йĕркелекен ăмăртăва 22 арçын тата 4 хĕрарăм хутшăнчĕ. Кубоксемпе медальсене икĕ ушкăнпа выляттарчĕç. Наталия Дмитриева турнира виççĕмĕш хут хутшăнать.

Наталия Дмитриева, турнира хутшăнакан: Пĕрремĕш çул килнĕ чухне кунта хĕрарăмсен ушкăнĕ пулман. Эп çавăнта арçынсемпе те вылярăм. Арçынсемпе выляма палла йывăр. Çĕнтеркелени те пулчĕ. Выляса та яртăм. Çавăнпа та йĕркелекенсене тепĕр çулне çак турнира хĕрарăмсен ушкăнĕпе выляма тума сĕнӳ партăм.

Наталия Дмитриева пуçарнипех турнирта иккĕмĕш хут хĕрарăмсем уйрăм выляççĕ. Пике кăçал та кĕмĕл медаль çĕнсе илчĕ. Спорт уявне хутшăнакансен географийĕ те анлăланса пырать. Кӳршĕ тăрăхсене те илĕртет шашка тупăшăвĕ.

Йӳçкасси культура çурче çумĕнчи «Саваяр» ушкăн пухăннисене илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕ.

Николай Иванов, Александр Ермолаевăн кĕрӳшĕ: Пира ним те каламасăрах хăйсем хутшăнса килсе савăнтарса пĕчĕк концерт кăтартса тухса каяççĕ. Кашни çул. Эп питĕ-питĕ савăнатăп. Вĕсене çавăншăн питĕ пысăк тав.

Шашка турнирĕ ирхи вунă сехетрен пуçласа вун сакăр сехетчен пычĕ. Хĕрӳ тупăшура арçынсенчен Геннадий Мочалов çĕнтерчĕ. Хĕрарăмсенчен Алина Ефремова чи ăсти пулчĕ, вăл пурне те парăнтарчĕ. Çĕнтерӳçĕсене кубокпа тата медальпе чысларĕç, хутшăнакансене кашнинех асăнмалăх медальпе хавхалантарчĕç.

Алексей Зотиков, Олег Цыпленков, Чăваш Ен наци телевиденийĕ