Аталану çулне палăртнă

«Муниципалитетсенче правительство кунĕсем». Ял çыннисемпе тĕл пулма тепĕр меслет пулать. Кун пирки Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтерет. Çитес эрнере проекта ĕçе кĕртме пуçлаççĕ. Кăрлач-пуш уйăхĕсенче ку ĕç-пуçа кашни тăрăхрах йĕркелĕç.

Палăртнă меслет çĕнĕ темелле мар. 2024-мĕш çул пуçламăшĕнче  Сергей Артамонов министр çакăн евĕр тĕл пулусем муниципаллă округсенче ирттернĕ. Ял çыннин пăшăрханăвĕсене шута илсех  «Агропродвижение» стратеги хатĕрленĕ. Документ ултă пайран тăрать.

Сергей Артамонов, Чаваш Республикин ял хуçалăх министре: Пĕрремĕш ĕнтĕ блокĕ эп вырăсла каласа пырап «Про людей». Кунта халăхпа çыхăннă пĕтĕм ял пурнăçĕ тата ытти. Халăхпа мĕн çыхăннă? Инициативлă проектсем те, ĕç укçи те, вĕрентӳ те, кадры те. Кайран про поле. Вăл ĕнтĕ хирсем çинчен. Çĕрĕн плодородине ӳстересси çинчен. Биологизаци пирки. Пылаклантарасси пирки. Тепĕр блок про фермы текенни. Животноводствăна аталантарса пырасси. Кайран про рынки. Мĕн туса илнине сутмалла пирĕн. Сутма условисем туса парасси.

Патшалăх пулăшăвĕсĕр аталанма йывăр. Тĕрев пирки ятарлă уйрăм пур. Тирпейлекен промышленность те тимлĕхре. «Агропродвижение» стратеги Чăваш Республикин социаллă тата экономика аталанăвĕн  комлекслă программине кĕрет. Хăмла ĕрчетесси вара стратегинче те, программăра та пĕлтерĕшлĕ проектсенчен пĕри.

Сергей Артамонов, Чаваш Республикин ял хуçалăх министре: Чăнах та малтанлăха йывăртарахчĕ. Вăл Раççейре хăçан пĕр региона кăна кирлĕ. Пĕчĕк региона ыйтать. Сана илтчĕр тесе çăмăлах мар. Сана илтчĕр тесе çăмăлах мар. Чтоб илтсе пулăшчĕр тесе. Но çав вăхăтрах эпир темиçе çул хатĕрлентĕмĕр кăна. Кайран республика ертӳçи Олег Алексеевич Николаев пирĕн çĕршыв Президенчĕпе тĕл пулсан ыйтса каларĕ. Чăваш хăмлине аталантарма пулăшу пама. Федераллă правительство членĕсене Владимир Владимирович тоже каларĕ чăвашсене пулăшмалла ку енĕпе тесе. И пĕрремĕш пĕрре тулли 8 вунăмĕш миллиард тенкĕ çак ИпсЭР  текенни вăл.  Республикăна аталантарас программăра пахса хăварнă. Халь пирĕн тĕллев хăмла çинче вăл çăмăл ĕç мар. Хăмла туса илес енĕпе. Ĕçлекенсем предприятисем тупса çак направленине аталантарасси.

Хăмлан лаптăкне 2030-мĕш çул тĕлне икĕ пин гектара çитермелле. Малтан тăкаксене саплаштарнă пулсан халĕ вара грантсем те пулĕç.  Юхăннă хăмла пахчисене те пусă çаврăнăшне кĕртме палăртаççĕ. Ытти регионран килсе ĕçлет текенсем те пур-мĕн.

Алексей Зотиков, Борис Андреев, Чăваш Ен Наци телевиденийĕ

Может быть интересно

Олег Николаев: Ретро-поезд «Чебоксары — Канаш» станет новым форматом путешествий по Чувашии

08.01.2026

Более 1 миллиарда рублей за 4 года будет вложено в поддержку рождаемости и семейного благополучия в Чувашии

08.01.2026

В ночь с 6 на 7 января во всех храмах Чувашии пройдут Рождественские Богослужения

06.01.2026

5 января метель, гололед и снегопад не прекратятся: Госавтоинспекция и Минтранс Чувашии просят автомобилистов воздержаться от поездок на машине

04.01.2026

Работа по расчистке дорог в городах и округах Чувашии продолжается

04.01.2026

Как сделать зимние каникулы безопасными: правила катания на тюбингах и осторожность на льду

03.01.2026

В Чувашии провели рабочее совещание с руководителями всех операторов связи региона — Т2 (Ростелеком), Мегафона, Билайна и МТС

03.01.2026

Чебоксары — победитель национального конкурса «Город России — 2025»

02.01.2026