Агриппина Янович çут тĕнчерен уйрăлнă

Чăваш халăхĕн мухтавлă хĕрĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, Чăваш Республикин тата Шупашкар хулин хисеплĕ çынни Агриппина Янович çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Кăçал вăл 101 çул тултармалаччĕ.

КОРР: Агриппина Алексеевна Элĕк районĕнчи Тури Татмăш ялĕнче çуралнă. Вăрçă пуçланнă вăхăтра вăл 16 çулта çеç пулнă. Малтанах ашшĕне, унтан икĕ пиччĕшне фронта илсе кайнă. 1942-мĕш çулта Агриппина Алексеевнăн та ят тухнă. Санитар ĕçне вĕренсе тухса вăл миçе салтак пурнăçне çăлса хăварман-ши? Курск пĕккинчи çапăçăва хутшăннă. Хăй те икĕ хут суранланнă. Çĕнтерĕве вăл Кенигсберг çывăхĕнчи Пилау хулинче кĕтсе илнĕ.

Агриппина Янович, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ: Пире пĕлтерчĕç те эпир çĕнтернĕ тесе командирсем. Эпир питĕ савăнтăмăр. Пĕр-пĕрне ыталаса чуп туса сиксе шутсăр хытă савăнтăмăр. Çĕнтерӳ кунне кĕтсе илсе савăннине сăмахпа калама та май çук. Аслисем киле-киле саламлаççĕ, поздравить тăваç те мĕнле савăнмалла мар. Çулĕсем только кĕскелсе пыраççĕ. Шутсăрах хытă савăнтăм, ак паян мĕнле хытă савăнтăм. Апат çиме кирлĕ мар, савăнтăм.

Агриппина Яновичпа, кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче, республикӑри ритуал службин Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинче вырнаҫнӑ 4-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗнче 13 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен сывпуллашӗҫ. Тăван Республикăн хисеплĕ çыннине Шупашкарти Хмельницкий урамӗнче вырнаҫнӑ 1-мӗш масарта пытарĕç.