2030-мĕш çулти Чăваш Ен. Мĕн кĕтет-ха республикăна? Мĕнлерех пулмалла Чăваш Енĕн? Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пыракан стратегиллĕ сессире çитес 6 çулта республикăн социаллă экономика аталанăвĕ епле пулмаллине тишкерчĕç.
Стратегиллĕ сессие пур муниципалитет ертӳçи те хутшăнать. Пурте малалла аталанма май паракан проектсем хатĕрленĕ. Канаш муниципаллă округĕнче хуларан 2 çухрăм аяккинче вырнаçнă чăх-чĕп фабрикине вăй илтерсе ярасшăн. Çак çĕне ĕç вырăнĕ те памалла.
СЕРГЕЙ МИХАЙЛОВ, Канаш муниципаллă округĕн ертӳçи: «Октябрь уйăхĕнче пысăк инвестор пырса кайрĕ. Если вĕсем пуçламăш чухне 14 çăмарта тăвакан чăх илнĕ пулсан паянхи кун 174 чăхпа ĕçлеççĕ. Вĕсен малашлăх пысăк. Вĕсем тата 100 пуç илсе килнĕ çамрăк чăхсене. Тата 4 уйăхра çăмарта кăларма пуçлаççĕ. Шанатпăр çак пирĕн птицефабрикăн кăтартăвĕсем пысăк пулаççĕ. Хăйсен планĕ тăрăх 30 çултан пин çăмарта тăвакан чăхсем аталантарасшăн. Çавăнпа хăйсен хыснине хываççĕ».
Проектпа паллаштарни çеç мар, çак енпе тимлеме пуçласан унăн тухăçĕ те курăнмалла. Вĕсем территорие комплекслă аталанма та пулăшмалла. Яла пĕтерес мар, ăна çамрăклатас тесен кирлĕ ĕç вырăнĕсем пулмалла, вĕсем патне çамрăксем туртăнмалла. Çакна мала кăларса хатĕрленĕ те Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕн ертӳлĕхĕ хăйĕн проекчĕсене.
ИВАН МИХОПАРОВ, Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕн ертӳçи: «Эпир те округ шайĕнче çавăн пек 5 проект суйласа илтĕмĕр. Вăл проектсене вăя кĕртме тĕллевсем лартрăмăр. Çавсене тăвас тесе ĕç планĕсем турăмăр. Муниципалитет лартнă 5 проект пурнаçланмалли проектсем. Мĕншен тесен вĕсем патне инвесторсем туртăнаççĕ. Мĕншĕн тесен инвесторсем туса илнĕ продукцине вырнаçтарма вĕсен паян майсем пур. Çакăн пек проектсем пурнăçлансан çамрăксен йышĕ те ӳссе пырĕ».
Çак çĕнĕ проектсем пурнăçлансан унта ĕçлекен çамрăксем йышланнипе çеç çырлахасшăн мар хĕрлĕчутайсем. «Çамрăксем — çамрăксем валли. Яш-кĕрĕм хăй ĕç пуçарса çамрăксене явăçтармалла» — çакна мала кăлараççĕ те хĕрлĕчутайсем.
Республикăн социаллă экономика аталанăвĕн комплекслă программине кăçал йышăнма палăртаççĕ. Унта муниципалитетсен нумай проекчĕ кĕмелле.
Алина Сусметова, Дмитрий Ковалев, Юрий Марков, Чăваш Ен наци телевиденийĕ