Православи тĕнне тытса пыракансем чăн тĕншĕн асап курса çуталса кайнă çĕнĕ çветтуйсен кунне паллă турĕç. Уява ирттермелли тĕп вырăн вара – Улатăр тăрăхĕнчи Первомайский посёлокĕ. Кунта «Асăну çурти» палăк уçрĕç.
Çак турăшра 20-мĕш ĕмĕрте чăн тĕншĕн асап тӳссе вилнĕ тата хĕн курнă çветтуйсен сăнĕсене кăтартнă. Вĕсен йышĕнче чăваш çĕрĕнче çуралса уснĕ е респуликăра ĕçлесе пурăнса çĕре кĕнĕ çветтуйсем. Официаллă списокра пурĕ 21-ĕн. Вĕсен ячĕпе чиркӳ календарĕнче палăртнă уяв кунĕнче Турра ĕненекенсем Улатăр тăрăхĕнчи Первомайский поселокне пуçтарăнаççĕ.
ЕЛИЗАВЕТА ГАВРИЛОВА, Патăрьел тăрăхĕнчи Пăлапуç Пашьел ялĕнче пурăнакан: «Эпир çак вырăна хăçан уçнă, çавăнтанпах килсе çӳретпĕр кашни çул. Çакăнта исповедоваться тăватпăр, сыпатпăр эпир. Пирĕн ялтан автобуспа пухăнса çакăнта килсе каятпăр».
БОРИС КАРПОВ, Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан: «Малтанах кунта нимех те пулман. Халь больше всего çынсем килеççĕ, туртăнаççĕ. И больше вера проявляется»
Çак вырăнта ĕçпе юсакан колонире-тĕрмере ларнă çынсене пытарнă çăва пур. Темиçе теçетке çул каялла кунта çул-йĕр те пулман, çĕр çинче вара ятсăр тĕмескесем çеç курăнса ларнă. Колонире асап тӳснĕ юлашки çын кунта 60-мĕш çулсенче канăçлăх тупнă. Первомайский çĕрĕ православи тĕнĕпе пурăнман çветтуйсене те, айăпсăрах айăпланисене те, синкерлĕ çулсенче шар курнă нумай çынна йышăннă. Вĕсенчен ытларахăшĕ – чиркĕве хĕсĕрленине кура инкек тӳснисем. Çак хĕсĕрлевĕн тĕп тĕллевĕ халăхра ĕненĕве тĕп тăвасси пулнă.
Николай Чувашов протоиерей: «Даже пурте пĕлеймен те çак вырăна. Питĕ вăрттăнлăхлă пулнă вăл çак хĕсĕрленӳ режимĕ. Çакăнта асапланнă, Турă тĕслĕхшĕн пурăнса вилнĕ паянхи кун пĕлетпĕр. Тура умĕнче святойсем тетпĕр, вĕсем пирĕншĕн кĕл тăвакансем, вĕсем çĕнĕ святойсем, вĕсем пирĕншен кĕл тăваççĕ».
Усă вырăнта чăн тĕнпе пурăнакансен тĕп кĕлĕ йĕрки – Литурги. Виçĕ архиерей – Шупашкар, Канаш, Улатăр епархийĕсен пуçлăхĕсем, мăнастирсен настоятелĕсем, тата Чăваш митрополийĕн 40 священникĕ, чиркĕве çӳрекенсем, паломниксем, Первомайский колонийĕнче асап тӳснисен тăванĕсем – пурте пĕрле Чăваш çветтуйĕсене асăнса кĕлтурĕç.
ЛЮДМИЛА ТИХОНОВА, Красноармейски тăрăхĕнчи Ямайкасси ялĕнче пурăнакан: «Çакăн пек таса вырăнсене тухса çӳрени вăл паллах пире пурне те савăнăç кӳрет. Эпир çакăнта Туррăн ырлăхне тата Туррăн пиллĕхне илсе каятпăр. Çавăн пекех çул çӳресе Турăпа çывăхрах пулни пысăк савăнăç. Кĕнекере вулани вăл урăхларах Савватий митропролит паян питĕ лайăх сăмахсем каларĕ…Çыннăн чунĕ мĕн чухлĕ таса, вăл çавăн чухлĕ Турра çывăх терĕ. Турă çумне çывăхрах пулма пулăшать.»
Чăваш çĕренчи асап тӳсне çветтуйсен кунĕнче Первомайский посёлокĕнче «Асăну çурти» ятлă палăк та уçрĕç. Вăл, 12 метр çӳллĕшскер, аякран çунакан çурта евĕр курăнать. Чи çӳлте – асап тӳснисем Турă хӳтлĕхĕнче пулнине сăнарлакан пирĕшти. Монумент çывăхне пырсан решетке витĕр çурта тытнă алă тăсăлнине куратăн. Çунакан çурта вăл – Турра кĕлтунине сăнарлакан паллă. Çак палăк çĕршыв историйĕн юнпа, тарпа, куççӳльпе çырăннă тапхăрĕсем çинчен манмасăр, асап тӳснĕ çветтуйсен ячĕсене асра тытма чĕнет.
Алина Сусметова, Роза Деменцова, Зинаида Паршагина, Чăваш Ен наци телевиденийĕ