Матьшӳ историйĕ нихăçан та манăçа тухмĕ

Инесса Алексеева — общество ĕçĕн хастарĕ тата усламçă, Чăваш Республикин халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерессин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Вăл Канаш тăрăхĕнчи Матьшӳ ялĕнче çуралса ӳснĕ.

Хастар та пултаруллă хĕрарăм кĕнекесем те çырать. Хальхинче  вăл вулакансене «Канаш тăрăхĕ. Матьшӳ ялĕ» кĕнекепе паллаштарчĕ.

Кĕнеке архив докуменчĕсен пуххинчен тăрать. Автор Матьшӳ ялĕн авалхи кун-çулне туллин уçăмлатса панă. Сăн-ӳкерчĕксем те, вырăна сăнарлакан карттăсем те кĕнекене пуянлатаççĕ. Инесса Геннадьевна кĕнекене 172 документ кӗртнĕ, вӗсенчен 80 проценчĕ пӗрремӗш хут пичетленсе тухнă.

Маргарита Лазерева, Инесса Алексеевăн аппăшĕ: Ача чухнех питĕ историне кăмăлаччĕ, вăл историпеле нумай кĕнеке вулаччĕ, çавăнпа та наверное ун шухăшĕ ял историне çӳлелле хăпартса, ял çыннисем ĕлĕк мĕнле пурăннă пирĕн аслă асаттесем, аслă асаннесем мĕнле пурăннине, мĕнле нушапа ӳснисене çав кĕнекене кăларса ял халăх патне çитерес терĕ пулмалла тесе шутлатăп. Вăл питĕ пысăк ĕç. 

Чăн малтанах автор йăх-несĕлсен йывăççине тума палăртнă. Архивра Матьшӳ ялӗпе ҫыхӑннӑ чылай документ тупсан кĕнеке кăларма шутланă.

Халь пирĕн 2-мĕш кĕнеке кăлармалла кăçал плана кĕртнĕ, ĕнте вăл 21-мĕш ĕмĕр таран кăлармалла пирĕн. 

Уява тăван тăрăхăн шăпипе, историпе кăсăкланакансем пухăннă.   Ентешсем Инесса Алексеевăна малалла та çавăн пек çитĕнӳсем тума ăнăçу сунчĕç, кĕнекен иккĕмĕш пайне чунтан кĕтнине  пĕлтерчĕç.

Татьяна Максимова, Олег Цыпленков  Чăваш Ен наци телевиденийĕ

Может быть интересно

В Чувашии при поддержке Олега Николаева открыли новую музейную гостиную в честь народной артистки Веры Кузьминой

21.08.2025

По программе инициативного бюджетирования «Ниме-Народный бюджет» жители Чувашии подали более 300 заявок

21.08.2025

Олег Николаев во время рабочей поездки в Янтиковский округ посетил форелевое хозяйство Евгения Новикова

21.08.2025

Олег Николаев: Чувашия расширяет сотрудничество с Ульяновской областью

21.08.2025

Вице-премьер правительства Чувашии Дмитрий Краснов освобожден от должности по собственному желанию

21.08.2025

Подвигу бойцов посвящается! В мемориальном комплексе «Победа» в Чебоксарах возведут памятник участникам СВО

21.08.2025

Темой информдня стала реализация Комплексной программы социально-экономического развития Республики за последние 5 лет и ее продолжение до 2030-го года

21.08.2025

Участников соревнований ГТО, которые обратились за медицинской помощью, выписали из больницы

21.08.2025