Юлашки ултă çулта Чăваш Енре 11 пин çемье пурăнмалли вырăнлă пулнă. Кăçал тата 1400-е яхăн кил-йыш республика тĕревне илмелле. Регион ертӳçи ку ыйтăва тимлĕхре тытать, уйрăмах тăлăхсемпе нумай ачалла çемьесене пулăшассине мала кăларать Олег Николаев.
Владимир Максимов, Чӑваш Республикин строительство, архитектура тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ: Пирĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Алексеевич Николаев хушăвĕпе ĕнтĕ эпир 23-мĕш çулатнпа ашшĕ-амăшсĕр юлнă ачасене ĕнтĕ, пилĕк тата ытларах ачаллă çемьесене пысăк пулăшу парса пыратпăр. Пирĕн кашни çулах пысăк укçасем çак енсемпе пăхса хăваратпăр. Пĕлтĕр 1456 тăлăха юлнă ачана валли хватерсем туяннă. Тата ĕнтĕ ултă çул хушшинче ултçĕр ытла пилĕк ачаллă çемьесене пулăшу панă. Кăçал ĕнтĕ çак поддержкăсем малалла пыраççĕ. Çан пекех 457 тăлăха юлнă ачасене пулăшу парасшăн тата çĕре яхăн нумай ачаллă çемьесене пулăшу пама тивĕçтеретпĕр.