Иртнĕ çулта Чăваш Енре 12 библиотека уçнă. Вĕсенчен 4-ĕшне федераци бюджетĕнчи, 8-ĕшне республика хыснинчи укçапа çĕкленĕ. Ку ĕçе регионра кăçал та пурнăçлĕç.
2026-мĕш çулта Чăваш Енре 14 вулавăш уçма палăртнă. Çуррине çĕршыв хыснинчи нухратпа хăпартĕç, ыттине республика правительстви уйăрса панă укçапа.
Светлана Каликова, Чăваш Республикин культура министрĕ: Комлекслă программăра çак библиотекăсем. 30-мĕш çул валли 90 библиотека яхăн пирĕн çĕнетмелле. Эпир курса тăратпăр, пĕрремĕш çул, çĕнетнĕ хыççăн ĕçленĕ чухне 50 процента яхăн çĕкленет ӳсет библиотекăна çӳрекенсем. Кайран вара кашни çул 10-12 процент ӳссе пырать библиотекăна çӳрекенсем. Мĕншĕн вăл çакă пирĕн? Ачасем валли кĕнекесем туянатпăр, вăйăсем туянатпăр, питĕ-питĕ нумай мероприятисем ирттеретпĕр библиотекăсенче.
Чылай ĕç-пуç вулавăшсенче кăна мар, аякри ялсенче те ирттереççĕ. Вĕсене йĕркелеме автоклубсем пулăшаççĕ. Кустăрма çинчи культура çурчĕсене «Культура» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн тивĕçтернĕ.
Светлана Каликова, Чăваш Республикин культура министрĕ: Виçĕ çул хушшинче Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пулăшнипе кашни муниципалитет валли автоклубсем туяннă. Пĕлтĕр вĕсем 400 ытла мероприяти ирттернĕ. Паян эпир районсемпе пĕрле ĕçлесе график хатĕрлетпĕр. Автоклубсем вĕсем гаражра лармалла мар. Вĕсем халăх валли ялсене тухса ĕçлемелле.
Алексей Зотиков, Юрий Марков, Чăваш Ен Наци телевиденийĕ