Виталий Романовăн пултарулăх каçĕ тата кĕнеке хаклавĕ иртрĕ

Сăвăç, композитор, юрă-кĕвĕ пуххисен авторĕ. Сăмах, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Виталий Романов пирки пырать. Ăна халалласа Муркаш тăрăхĕнчи Ярапайкассинчи культура çуртĕнче икĕ хут уяв иртрĕ — 65 çул тултарнипе йĕркеленĕ пултарулăх каçĕ тата «Чуна уçса юрлар-и?» кĕнекен хаклавĕ.

Пултарулăх каçне «Орин Ен» ветерансен хорĕ уçрĕ. Виталий Романов шăпах çак ушкăнăн илемлĕх ертӳçи. Унпа пĕрлех вăл «Екрем» халăх фольклор ансамбльне те ертсе пырать. 2013-мĕш çулта Виталий Анатольевич «Екрем юррисен» пуххине кăларнă.

Виталий Романов, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ: Эп хам Шурчара çуралса ӳснĕ. Çак тăрăхсене ялсене Екрем тăрăхĕ теççĕ. Мĕнрен вара вăл Акрам сăмаха чăвашсем хăйсен евĕрлĕ çавăрса каланă пуль теп. Вара ун çĕрĕсем пулнă Акрамăн çĕрĕсем пуль тесе шутлатăп. Ярапайкассинче икĕрлĕ унтисене Мулкачкассине каян та вĕсен урамĕ Еркем екки ятлă. Пин еккине пăхакан урамне екрем екки теççĕ. Вăт çакăнти ялсене Екремсем тенĕ пурне те.

«Чуна уçса юрлар-и» Виталий Романовăн пиллĕкмĕш кĕнеки. Унта кăна 120 юрă кĕнĕ. Халăх сăмахлăхне упраса хăварассине ентеш пысăк тӳпе хывать.

Любовь Рыжкова, Муркаш округ администрацийĕнчи культурăпа архив ĕçĕн пайĕн пуçлăхĕ: Вăл халăх юррисене йали-йĕркисене миçе çул хушши пуçтарса сӳтсе явса мĕн чухлĕ кĕнеке кăларчĕ. Юрăсене обработка туса халăх патне çитерчĕ. Паян вара çак юрăсене мĕн чухлĕ çын юрлать.

Уяв каçĕнче сцена çинчен ытларах Виталий Романовăн юррисем янăрарĕç. Вăл 300 ытла хайлавăн авторĕ — сăввине те, кĕввине те хăйех çырнă.

Çиль çунат пек иртсе кайрĕç самантсем халь асаилӳсем юрататăп, юрататăп тенисем пĕрле тупа тунисем.

Ку юрра малтан Виталий Романов мăшăрĕпе шăрантарнă. Темиçе çул каялла вара Петрпа Наталия Борзаевсене парнеленĕ.

Наталия Борзаева: Çак юрăна пула Чăваш Республикинче кăна мар унăн тулашĕнче те пире юратса пăрахрĕç, сире юратнă пекех. Республикăра, районта, республика тулашĕнчи чăвашсем хушшинче сирĕн юрăсем çав тери нумай янăраççĕ. Эпир пĕлетпĕр, илтетпĕр. Теприсем пĕлмеççĕ те вăл юрăсене эсир çырнине халăх юрри тесе шутлаççĕ. Анчах та эпир пĕлетпĕр сирĕн юрăсем пулнине. Мĕншĕн тесен сирĕн юрăсем вĕсем хитре кăна мар вĕсем Чăваш культурипе хамăрăн тăван тăрăхри йала-йĕркепе пуян.

Виталий Романов шкулта та ĕçленĕ, 37 çул вăл ачасене чăваш юрри-кĕввипне ăша хывнă.

Александра Скворцова, Совет Союзĕн Геройĕ Илья Мешаков ячĕллĕ Ярапайкассинчи вăтам шкул директорĕ: Виталий Анатольевич хама та юрлама вĕрентнĕ. Эпĕ шкулта вĕреннĕ чухне юрăсем юрлаттăмăр. Гитарăпа та вăл мана выляма вĕрентнĕ. Нумай ачана культурăна юратма вĕрентнĕ, музыкăна. Эпир те ун юррисене юрлатпăр. Виталий Анатольевич Романов кĕвĕленĕ юрă вăл пирĕн гимн. «Ярапай шкулĕ» Мешаков Георгий Ильичпа иккĕшĕ çав юрăна кĕвĕленĕ. Сăввине çырнă.

Пултаруллă çын пур енпе те пултаруллă. Виталий Романов çак сăмахсене çирĕплетет те. Тĕрлĕ çĕрте тăрăшса кашнийĕнче вăл курăмлă ĕçпе палăрнă.

Алексей Зотиков, Олег Цыпленков, Чăваш Ен наци телевиденийĕ