Пирĕн республикăра Мускаври тĕн академийĕнче вĕренекенсем пулчĕç. Шупашкар епархийĕн уявне хутшăннă хыççăн вĕсем тĕп хулари темиçе чиркӳре Турра ĕненекенсене Кăшарни умĕнхи юрăсемпе савăнтарчĕç.
Мускав хăнисене Радонежри святой Сергий ячĕпе Шупашкарта лартакан аслă чиркӳре те кĕтсе илчĕç. Кунта кашни юнкун Вырăс çĕрĕн игуменĕ ячĕпе акафист вуласа кĕлĕ ирттереççĕ. Чиркĕве шал енчен туса çитермен пулин те, халăх кашнинчех йышлă пухăнать. Хальхинче семинаристсем молебен йĕркине уçă та янăравлă сассисемпе илемлетрĕç, кĕлĕ хыççăн вара çветке юррисене темиçе чĕлхепе шăрантарчĕç. Чиркĕве çӳрекенсем юрăсенчи чуна хускатакан, тарăн шухăшлă сăмахсене тимлесе, кăмăллăн итлерĕç, «Хамăра пĕлĕт çинчи пекех туйрăмăр», — тесе калакан та пулчĕ.
Антоний Ванюшкин, чиркӳ настоятелĕ: Раштавран тытăнса Крещеничччен ку пирĕн вăхăт тытăнать вырăсла калаççĕ святки тесе. И çав вăхăтра эпир пурте савăнса Христоса саватпăр. Савăнатпăр çав праçник ячĕпе. И çавăнпа çак вăхăтра пĕр-перин патне хăнана каяççĕ.
Эпир кунта Лаврари сывлăшăн пĕр пĕчĕк пайне илсе килтĕмĕр. Чаваш Енре пире çав тери ăшшăн кĕтсе илчĕç, пур çĕрте те тутлă апат-çимĕçпе сайларĕç. Çынсен уса кăмăлĕсене кура кашни кун темиçе çĕрте юрласан та ывăннине туймарăмăр», — терĕç Мускаври тĕн академийĕнче вĕренекенсем.
Антоний Ванюшкин, чиркӳ настоятелĕ: Сергий Радонежский чиркĕвне Мускав академинчен духовный академинчен студентсем килсе çак Раштав юррисене юрласа пире савăнтараççĕ. Çавăнпа эпир те пурте савăнса кунта кĕл туса савăнатпăр. Пирĕн чиркӳре Сергий Радонежский чиркĕвĕнче срез кашни юн кун 5 иртсе çурринче молебен ирттеретпĕр.
Турра ĕненекенсем Сергий Радонежский чиркĕве уçăласса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Федор Степанов староста каланă тăрăх, çуркунне тĕлне аялти хутра Турă Амăшĕн Иверски таса сăнен приделне кĕлтуса тасатма палăртнă. «Ăна уçма пысăк чăрмав çук тесен те юрать. Варнава владыка тăрăшулăхне тата унăн тарăн ăс-халне кура эпир турăшсене 2018 çултах хатĕрленĕ, вĕсене вырнаçтармалли çеç юлать. Кĕлĕре усă курмалли япаласене те пĕтĕмпех илсе хунă», — тет Федор Михайлович.
Кĕçех чиркĕвĕн Радонежри святой Сергий ячĕллĕ çӳлти пайне шалтан илемлетме тытăнмалла. Йĕркелӳçĕсем каланă тăрăх, ĕçсем палăртнă вăхăтпах пыраççĕ. Çынсем те пултарнă таран пулăшу параççĕ, Чăваш Енри чăн тĕн историйĕнчи паллă пулăма çывхартаççĕ.
Роза Деменцова, Святослав Петров, Шупашкар епархийĕн пресс-служби