Чăваш наци музейĕ пысăк тупрапа пуянланнă, чăваш тĕррин ăстин Мария Симаковăн ĕçĕсене туяннă. Çак пуянлăх истори пурлăхне хаклакансемшĕн çеç мар, паянхи тĕрĕ ăстисемшĕн те паха, мĕншĕн тесен вĕсем тĕрĕç мĕнле ĕçленине курма май параççĕ.
Мария Симакова Паха тĕрĕ фабрикăна 1965 çулта тĕрĕç пулса ĕçлеме килнĕ, ăсталăхне вăл Екатерина Ефремова патĕнче туптанă. Чăваш тĕррин историне, йĕркине упракансенчен пери пулса тăнă. Хăй те ăста художник пулнă май йăла-йĕркене тĕрĕ саккунĕсене упраса аталантарма пултарнă.
Ирина Меньшикова, Чăваш наци музейĕн директорĕ: Тĕрĕн тĕсĕсем кăшт уйрăлса тăраççĕ пирĕн халăх тĕрринчен, çапах та пĕр-пĕринче вĕсем çапăçмаççĕ, пĕр-пĕринпе вĕсене питĕ килĕшÿллĕ пуçтарса тĕрленĕ Мария Васильевна.
Художник мĕнле ĕсленине вара ун альбомĕсем тăрăх хаклама, ĕç технологине пĕлме пулать, ку паллах, тĕрĕпе кăсăкланакансемшĕн, çак ăсталăха хывас текенсемшĕн хаклă. Музей фондĕнче халĕ Мария Симаковăн икĕ ĕç альбомĕ упранать.
Тĕрленĕ кĕпесем. Салфеткăсемпе сĕтел çиттисем — фондра калăпăшлă ĕçсем те пулĕç.
Ирина Меньшикова, Чăваш наци музейĕн директорĕ: Ку япаласем çинче паха питĕ, пуян тĕрленĕ япаласем вĕсем. Куратăр ĕнтĕ, тĕррисем кунта питĕ нумай.
Пурĕ 180 экспонат музей управне кĕрĕ. Вĕсенчен 20-шĕ — Мария Симакова хăй усă курнă япаласем. Вăл шутра ĕç хатĕрĕсем те, маçтăр хăй тăхăнма юратнă япаласем те. Сăмах май, вĕсене те маçтăр хăй аллипе çĕлесе-çыхнисене суйласа илнĕ.
Музей ĕçченĕсем халĕ кашни япалан ăнлантару хутне тăвĕç, унта ун калăпăшне, ăна мĕнле материалсенчен хатĕрленине çырĕç, кун хыçççăн вĕсем патшалăх хÿттинче пулĕç. Раççей Федерацийĕн музей ĕçĕн каталогне кĕртнĕ хыççăн информаципе интернетра та пуллашма пулĕ.
Пирĕн кăларăм хыççăн Мария Симаковăн музей фондне лекне тупри пирки эсир тĕплĕнрех пĕлме пултаратăр.