Чăваш Енре агромпромышленность комплексĕн аталанăвĕн стратегине йышăннă. Çулталăк хушшинчи ĕçсене тата кăтартусене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ял хуçалăх министрĕпе Андрей Макушевпа сÿтсе яврĕ. Ял территорийĕсене аталантарма тата апат-çимĕç туса илессине ÿстерес тĕллевпе 2025 çулта 3 миллиард та 300 миллион тенкĕлĕх 83 проект пурнăса кĕртнĕ. Ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев иртнĕ çул ял хуçалăх тытăмăшĕн рекордсен çулĕ пулнине палăртрĕ.
1 миллион тонна тыр-пул пуçтарса илнĕ, тухăçĕ кашни гектартан 36 центнер ытла.
Куккурус 15 пин тонна пуçтарса илнĕ, ку ытти çулсенчи тухăçран икĕ хут ытларах.
Пахча-çимĕс, çĕр улми тата тыр-пул тухăçĕпе Чăваш Ен Раççейри чи лайăх регионсен йышне кĕме пултарнă. Пуçтарнă чухнехи çухату 4 процент, ку чи пĕчĕккисенчен пĕри. Ĕçсен пысăк пайне техникăпа пурнăçланин, машина-тракторсене пĕрмай çĕнетсе тăнин кăтартăвĕ ку.
Сĕт 500 пин тонна суса илнĕ, ĕне пуçне вăтам сăвăм 8400 килогрампа танлашнă.
535 миллион çăмарта пуçтарнă, ку та халиччен пулман хисеп.
Паян республикара туса илекен çĕр улми, пахча-çимĕç, сĕт юр-варĕ хамăра тăрантма çеç мар, ытти регионсене, ют çĕршывсене сутма та çитет. Пĕлтĕр апат-çимĕç экспорчĕ 25 пин тонна çитнĕ.
Ял хуçалăхне малалла та аталантарас тесен çĕр ĕçĕпе кăсăкланакан çамрăксен шутне ÿстермелле. Республикăра 40 агрокласра çĕр ĕçне хăнăхтараççĕ, 100 ытла лаборатори вара тытăма наука шайĕнче аталантарма май парать. Анчах çак ачасемпе çамрăксем пĕлÿ илне хыççăн яла килччĕр тесен унта меллĕ условисем туса памалла.
Паян хăтлăх енĕпе ялсем хуларан юлмаççĕ. Çулсем тăваççĕ, клубсемпе фельдшер пункчĕсем çĕклеççĕ. Халăх пуçарăвĕн программине хута яни вара ялсенче пурăнакансене хăйсен ĕмĕчĕсене пурнăçлама пулăшать. Пĕлтĕр çеç республикăра пин çурă проект ытла ĕçе кĕртнĕ.
Кăçала тата та пысăк тĕлллевсем лартнă. 10 миллиард тенкĕлĕх 70 ытла проект ĕçе кĕртмелле. Çитес уйăхрах бройлерсем çитĕнтермелли 14 çĕнĕ корпус тата 700 ытла вырăнлăх ферма хута каймалла. Хăмла çитĕнтерессине ÿстересси — стартеги шайĕнчи тĕллев. 2030 çул тĕлне пахчасен калăпăшне 2000 гектара çитермелле. Анчах ку çеç мар, Олег Николаев çитентернĕ çимĕсе хамăр патра тирпейлемеллине палăртрĕ. Калапăр, юлашки вăхăтра республикăра çырла çитĕнтересси вăй илсе пырать. Малашне ăна тирпейлессине хута ямалла. Патшалăх пулăшăвĕ вара çитес çул та кăçалхинечен кая мар пулĕ, аграри тытăмне аталантарма 3 миллиард, ялсене хăтлалатма 1 миллиард тенкĕ шута илнĕ.
Надежда Яковлева,Степан Гурьянов Чăваш Ен наци телевиденийĕ