Кăçал проектсене пурнăçлама республикăри ултă культура учрежденийĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн грантне тивĕçнĕ. Ку йышра Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ те. Унта Александр Пăртта пьесипе «Юнпа пĕвеннĕ хĕвел» спектакль хатĕрлеççĕ.
«Паттăрлăх çуратнă çĕр çинчен юрă»- гранта тивĕçнĕ тепĕр проект. Çак ятпа Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ театрализациленĕ концерт хатĕрлет. Ку ĕçе пурнăçлама пилĕк миллон тенкĕ уйăрнă. Çакăн чухлех Вырăс драма театрĕ илĕ.
Светлана Каликова, Чăваш Республикин культура министрĕ: Икĕ пин те çирĕм улттăмĕш çулта Николай Мордвиновăн юбилейĕ пулĕ. Вырăс драма театрĕнче Лермонтов драмипе эпир спектакль лартатпăр Маскарад драма. Пире Мускаври театр Моссовет пулăшать спектакле пурнăçа кĕртме. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев грант уйăрса панă вырăс драма театрне.
Виçшер миллион Чăваш патшалăх пукане театрĕпе Чăваш патшалăх филармонийĕ тивĕçнĕ. Пĕрер миллион тенкĕпе çамрăксемпе эксперимент драма театрĕсене хавхалантарнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕн гранчĕн пĕтĕмĕшле тĕревĕ 18 миллион тенкĕлĕх. Театрпа концерт учрежденийĕсене çак укçа калăпăшлă спектакльсемпе концертсем лартма çеç мар, оборудование çĕнетме те пулăшать. Эппин, культура учрежденийĕсен ытти постановкăсене пурнăçлама та май ытларах пулĕ.
Алексей Зотиков, Юрий Марков, Чăваш Ен Наци телевиденийĕ