Константин Марковăн пултарулăх каçĕ

Муркаш культура ҫурчӗ вăхăтлăха чӑваш юррине хаклакансен центрĕ пулчĕ. Унта Константин Марковăн юрăсен пуххи «Телее эп чĕнтĕм хăнана» кӗнекен хӑтлавӗ тата пултарулӑх каҫӗ иртрӗ. Хаваслă уява композиторăн çывăх çыннисемпе унăн пултарулăхне кăмăллакансем килсе çитнĕ.

Константин Георгиевич Марков Муркаш тăрăхĕнчи Мăн Шаптак ялĕнче 1950-мĕш çулхи юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче кун çути курнă. Иртнĕ çул композитор 75 çулхи юбилейне паллă тунă. Уява вара хăй çуралса ӳснĕ ялĕнчен «Хавас» фольклор ушкăнĕ саламлама килсе çитнĕ.

— Çав тери кăмăлланипе, çав тери сире хисепленипе сирĕн юрăсем пире çав тери тыткăна илеççĕ, хумхантараççĕ, пăшăрхантараççĕ. Çавăнпа та эпир кашни концертрах вĕсене юрлама тăрăшатпăр. 

Константин Марков кĕвĕ çырма тăватă теçетке урлă каçсан çеç пуҫланӑ, пӗрремӗш юрри унăн 1994-мĕш çулта «Кӑкшӑм курăкӗ» ятпа тухнă. Хăйĕн пултарулăх кун-çулĕнче вăл икĕ юрă альбомне, çавăн пекех сахал мар юрăсен пуххине кăларнă. Композитор юррисене чӑваш эстрада артисчӗсем те, ансамбльсем те шӑрантараҫҫӗ.

Унӑн пултарулӑхӗ тарӑн туйӑмпа, витерӳлӗхпе тата чун-чӗрери кӑмӑл-туйӑмпа палӑрса тӑрать. Хăш-пĕр артистшăн Константин Марков «атте» вырăнĕнчех.

Елена Энжей, чăваш эстрада юрăçи: Эпĕ сире саламлатăп, чи малтанах çĕнĕ кĕнеке пичетленсе тухнă ятпа, паянхи чаплă уяв каçĕпе тата ĕнте эсир хăвăр юрăсене мана юрлама шаннишĕн чунтан-чĕререн сире тав калатăп. Чăнах та Константин Георгиевич маншăн паянхи кун атте пекех пулса тăчĕ, пултарулăх çулĕ çинчи атте. Çавăнпа та эпĕ сире малашне те çирĕп-сывлăх сунатăп, телей сунатăп. Паллах ĕнте тата çĕнĕ юрăсем юрласчĕ.

Уявӑн тӗп илемӗ вара тĕрлĕ ушкăнсемпе эстрада юрăçисем Константин Марковӑн юррисене сцена çинче юрлани пулчӗ. Чи тыткăнлакан самантсенчен пĕри вара Константин Георгиевичăн мăнукĕ аслашшĕ кĕвĕленĕ юрра шăрантарчĕ.

Татьяна Максимова, Олег Цыпленков, Чăваш Ен наци телевиденийĕ