Чăваш Ен тĕп хулинче тĕплĕ юсав хыççăн Агния Барто ячĕллĕ вулавăш уçăлчĕ. Культура учрежденине «Çемье» наци проекчĕ пулăшнипе çĕнетме май килнĕ.
Вулавăша иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенчех çĕкленĕ. Тĕплĕ юсав халиччен пулман. Ăна çĕнетме федераци хыснинчен çичĕ миллион та тăхăр çĕр пин тенкĕ уйăрнă. Ку нухратпа кĕнеке фондне пуянлатнă. Вăл паянхи куна пин те тăват çĕр экземпляр ытларах. Хальхи йышши хатĕр-хĕтĕр, сĕтел-пукан, япăх илтекен çынсене пулăшма ятарлă оборудовани туяннă.
Ачасемпе аслисен пултарулăхне аталантарасси библиотекĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Иртнĕ çулта вулавăша аллă пине яхăн çын килнĕ. Тĕплĕ юсав ирттернĕ хыççăн халăх тата ытларах çӳрессе шанаççĕ культура тытăмĕн ĕçченĕсем. Кашни муниципалитетра пĕр тĕслĕхлĕ библиотека хута ямаллине Чăваш Ен пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă. Вăрмар, Çĕрпӳ, Красноармейски тăрăхĕсенче çак тĕллеве пурнăçланă. Кăçал республикăри 14 вулавăша çĕнетмелле, вĕсенчен çиччĕшне тĕпрен юсама федераци хыснинчен укçа уйăрĕç.