Тӳре-шаран тупăшĕ тимлĕхре

Патшалăх тытăмĕнче ĕçлекенсен
тупăшăсене
Чăваш Енре тимлесех тăраççĕ. Халĕ çак
ĕçе вăйлатма
«Посейдон» программа та пулăшать. Ку тата ытти ыйтăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи коррупципе кĕрешессипе ĕçлекен комисси ларăвĕнче тишкерчĕç.

Патшалăхăн «Посейдон» информаци тытăмне 2025-мĕш çулта ĕçе кĕртнĕ. Программа витĕмлĕ пулни куç кĕрет. Тĕрĕслевсен шучĕ хальлĕхе пилĕк процент чакнă. Ĕçĕн калăпăшĕ те анлăланать. Малтанах виççĕ урлă тишкернĕ пулсан паянхи куна туллин тĕрĕслеççĕ. Пĕрремĕш хут икĕ пин ытла муниципаллă служащийĕн докуменчĕсене тимленĕ. Автоматизациленĕ тишкерӳ хыççăн 89-ĕшне тулли даннăйсемпе тивĕçтерменшĕн явап тыттарнă. 117-ĕшне асăрхаттарнă. 2025-мĕш çулта хутсем тăратманшăн, шанăçран тухнипе виçĕ депутата, пĕр директора, должноçри пĕр çынна ĕçрен хăтарнă.

Çĕр лаптăкĕсемпе тĕллевлĕн усă курасси те, строительство тытăмĕнчи ĕç-пуç та тимлĕхре. Профилактика ĕçне вăйлатмаллине, уçăмлăх тĕп вырăнта пулмаллине палăртрĕç ларура. Пĕрлехи информаци ресурсĕ, Пространство даннăйсен наци системи — çак цифра хатĕрĕсем те палăртнине уççăн пурнăçлама май параççĕ, сĕтевсемпе кĕрешме пулăшаççĕ. Документсене тишкерни те, вăл шутра коррупципе кĕрешессипе çыхăннă тĕрĕслев те, саккунпа килĕшӳллĕн ĕçлеме хистет.