Информацие хӳтĕлемелли пирки координаци канашĕн ларăвĕнче калаçрĕç

Республикăн тĕп хулинче информаци хӳтĕлевне тимлекен координаци канашĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта Чăваш Ен ертӳçи Олег Николаев, Раççей Президенчĕн Атăлçи тăрăхĕнчи полномочиллӗ элчин çумĕ Игорь Паньшин, координаци канашĕн пайташĕсем, тĕрлĕ регионти власть органĕсен тата ытти тытăм ĕçченĕсем хутшăнчĕç.

Чăваш Енре цифра тытăмне аталантарассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çакна информаци системи çĕнелсе пыни те, пĕрлĕхлĕ патшалăх порталĕпе усă куракансен йышĕ ӳсни те çирĕплетет, палăртрĕ Игорь Паньшин. Технологи прогресĕ информаци хăрушсăрлăхне ытларах тимлеме хистет.

Чăваш Енри сывлăх сыхлав тытăмĕ цифра хатĕрĕсемпе чи хастар усă куракан тытăм. Паянхи куна республикăра пурăнакан кашни çын хăйĕн медицина карттине пĕрлĕхлĕ патшалăх порталĕ урлă тимлеме пултарать, кунтах шурă халатлисем патне сывлăха тĕрĕслеме çырăнма пулать. Цифра хатĕрĕсем аталанни тухтăрсене те ĕçне кĕске вăхăтра пурнăçлама май парать, чирлисене кирлĕ пулăшупа хăвăртрах тивĕçтерме пулăшать.

Ларăва хутшăнакансем малашне компьютер атакисене мĕнле мелсемпе сирмеллине тишкерчĕç, çак хăрушлăха хирĕç ĕçлекен тытăмра вăй хуракансен кадр ыйтăвне тĕпе хумаллине палартрĕç. Чăваш Ен ертӳçи Олег Николаев регионсем тата тытăмсем хушшинчи пĕрлĕхлĕ ĕç пĕлтерĕшлине асăнчĕ. Кулленех пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни йывăрлăхсене парăнтарма тата çĕнĕ çитĕнӳсем тума пулăшмалла.

Ольга Савинова, Юрий Марков, Чăваш Ен наци телевиденийĕ