«Пехет» агромаркетра ял хӗрарӑмӗсемпе уҫӑ калаҫу иртрĕ

Паян «Пехет» агромаркетра ял хуçалăхĕнче ăнăçлă ĕçлекен хĕрарăмсем пуçтарăнчĕç. Уçă калаçу Чӑваш Республикăри хӗрарӑмсен пĕрлешĕвĕ пулăшнипе иртрĕ.

Тĕл пулăва хутшăнакан кашни хӗрарӑм мăйĕ çинче кӑвак тутӑр, ку хĕрарăмсен канашĕн палли. Вăл ӗненĕве, тӑнӑҫлӑха тата хӗрарӑм вӑйне пĕлтерет. Ахальтен мар тӗлпулу вырӑнӗ — «Пехет» ял хуçалăх пасарĕ пулса тăчĕ. Вăл республикӑра пурӑнакансемпе хӑнасене экологи тӗлӗшӗнчен таса фермер апат-çимĕçĕпе паллашма май парать. Çак ĕçре нумай вăй хуракансем вара — ялти хĕрарăмсем. Пухăвăн тĕллевĕ — мал ĕмĕтлĕ хĕрарăмсен тĕслĕхĕпе ыттисене хавхалантарсси. Калаçăва пуçличчен Чӑваш Республикин хӗрарӑмсен Пĕрлешĕвен председателĕ Наталья Николаева тата ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев лавккапа паллаштарчĕç. Муркашри çăмарта, Патӑрьел тăпăрчи, Ишлейри кăлпассисем тата Çӗрпӳ пӗремӗкӗсем. Хӑнасем апат-ҫимӗҫе тутанса пăхма та хавас пулчĕç.

Олеся Петрова Елчӗк тăрăхĕнче пурăнакан: Пехете» кĕрсе пăхсассăн, питĕ хитре, питĕ кăмăллă çемьепе уçăлса çÿремешкĕн, товарсе туянмашкăн. Уже пуçра çуралать çакăн пек шухăш: а ху та, например, çакăн пек товарсе кунта та вырнаçма пултаран.

Марина Васильева Çĕрпӳ тăрăхĕнче пурăнакан: Тĕрлĕ çĕнĕлĕхсем уçрăм, çĕнĕ тĕрлĕ продукцисене куртăм, паллашрăм нумай çынсемпе. Малалла та çак ял-хуçалăх пасарне килсе çÿресех тăрать. Хамăр продукцисене те çакăнта кăтартас килет малалла та. Кăмăл çĕкленчĕ паянхи мероприятинчен. Çĕнĕ çынсемпе паллашса, пĕр-пĕринпе калаçса, чуна уçса, питĕ хавхалантăмăр.

Çĕнĕ паллашусем питĕ усăллă. Хĕрарăмсем пĕр-пĕрин ĕçне кураççĕ, канашсем параççĕ, тĕрлĕ ыйтусене тишкереççĕ. Пĕчĕк утăмсемпе пӗр пысӑк ĕмĕт патне пыраççĕ — тăван тăрăха аталантараççĕ.

Лариса Куприянова Шупашкар тăрăхĕнче пурăнакан: Ялта хальхи вăхăтра малашлăх пур тесе шутлатăп. Килте ларса, ялтан тухмасăр, эпир, чăнах та, нимĕн те пĕлместпĕр. Кун пек тĕлпулусенче эпир пĕр-пĕрин çинчен пĕлетпĕр. Мĕнле аталанма пултарасса ăнланатпăр.

Ялти хӗрарӑм сӑнарӗ — вăл аслă ÿсĕмри ҫын кӑна мар, ҫамрӑк та. Çамрăксем те ял хуçалăх аталанăвне нумай вăй хураççĕ, хӑйсен тивӗҫне ҫакӑнта кураҫҫӗ. Ăҫта çын ҫуралнӑ, çавăнта вăл кирлӗ пулнине палăртсах тăраççĕ. Вĕсен шучĕпе, паян проектсене пурнӑҫа кӗртме çăмăлрах. Сăмахран, Патăрьелтен çитнĕ Анастасия Мартышкина фермер пулса ĕçлет, грантсене хастаррăн хутшăнать, социаллă сетьсемпе усă курса ыттисене хăйĕн профессийĕпе паллаштарать.

Анастасия Мартышкина Патӑрьел тăрăхĕнче пурăнакан: Акă, тĕслĕхрен, пирĕн Патăрьеленчи 2-мĕш шкул кăçал грант выляса илчĕ. Вăл ятлă «Агросемья». Çакăнта эпир партнерсем пек пулатпăр. Ачасем пирĕн пата килеççĕ, хранилищесем мĕнле ĕçленине кураççĕ, эпир продукцине мĕнле усранине кураççĕ, техника мĕнле ĕçленипе киленеççĕ тесен те юрать пулĕ. Хире илсе каятпăр, хирте мĕнле тырă ÿснине кăтартатпăр. Вĕсене çакă питĕ вăйлă кăсăклантарать. Эп вĕсен çунса тăракан куçĕсене курса, вĕсене интереслĕ тесе шутлатăп çак япалана.

Тĕлпулу пуçтарăннисемшĕн нумайлăха асра юлĕ. Вăл ял хӗрарӑмӗ республикӑри ял хуҫалӑх аталанӑвне пысăк тÿпе хывнине çирĕплетет. Пухуран илнĕ хавхалану хĕрарăмсене çĕнĕ ҫитӗнӳсем тума пулăшĕ.

Екатерина Миронова, Бахтияр Велиев, Чăваш Ен наци телевиденийĕ