Ӳнерçĕ, этнофутурист, педагог, Раççей ӳнерçисен союзĕн пайташĕ, Чăваш Республикин халăх ӳнерçи. Хăйĕн ăсталăхĕпе нумай çул хавхалантаракан Станислав Юхтар Чăваш Республикин наци библиотекинче тĕл пулу ирттерчĕ. Унта тĕрлĕ пĕлӳ çуртĕнче ăс пухакансем, ӳнерçĕн пултарулăхне кăмăллакансем, вулавăш ĕçченĕсем йышлăн пустарăнчĕç.
Станислав Михайлов Çĕрпӳ тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ. Юхтар-амăшĕ енчи несĕлсенчен куçнă хушма ят.
Пултаруллă ентеш ачаран тавралăха сăнама тата хăй мĕн курнине хут çинче сăнласа пама юратнă. Çапла майпа вăл чун-чĕрери кăмăл-туйăмне, шухăшĕсене палăртать. Час-часах асамлă тĕлĕкĕсене ӳкернине те аса илет вăл. Сăрăпа ĕçлесси — çак çут тĕнчепе калаçмалли май тесе палăртать.
Станислав Юхтар, ӳнерçĕ: Хавхалантару вăл маншăн чи малтан пурнăç. Вăт пурнăç панă-тăкки, çак тĕнчене мана атте-анне килтернĕ-тĕкки эп тем тума кирлĕ пуль çак тĕнчере. Мĕнле те пулин ырă йĕр хăварасчĕ.
Станислав Николаевич Илья Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче ӳнерпе графика факультетĕнче ăс пухнă, тĕрлĕ пĕлӳ çурчĕсенче вĕрентекен пулса вăй хунă. Нумай çул ачасемпе ĕçленĕскер вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлет. Çавна кура çитĕнекен ăрăва хăйĕн пултарулăхĕпе, опычĕпе паллаштарма тăрăшать. Йывăрлăхсене парăнтарса йăнăшсем витĕр анчах кашни хăйĕн çулне тупма пултарать палăртать ӳнерçĕ. Кăмăлне каякан меле шыраса вăл тĕрлĕ техникăпа ĕçленĕ.
Станислав Юхтар, ӳнерçĕ: Паянхи кун эп ытларах уса курап йывăç-хăма. Хăш чухне хут çинче анчах ӳкеретĕп, хăш чухне пир çинче те ӳкерме пултаратăп».
Станислав Михайлов калăпланă чылай ĕçре чăвашлăх темине мала кăларнă. Нумай картина чăваш мифологийĕпе çыхăннă. Историе, халăх йăли-йĕркине, унăн пуянлăхне, хăйнеевĕрлĕхне сăнласа парасси — хăйĕн тивĕçĕ тет.
Станислав Юхтар, ӳнерçĕ: Мĕн мана савăнтарать, мĕн пăшăрхантарать, мĕн çине ман ытти çынсене, мĕнле каламалла, куç илмесĕр шухăшлаттарма пуçлатăр. Вăт çак япаласем витĕр туртăм манăн вăл. Преданисем унта, йăла-йĕркесем манăçа тухаççĕ. Вĕсенчен хăшне-пĕрне ачаран эп ас тăватăп, тепĕрне унта калăпăр эп унта хам та хутшăннă. Вĕсем ман шалта лараççĕ. Хăшпĕрисене эп танлаштармашкăн мĕнле çырса кăтартнă çыравçăсем, ăсчахсем вĕсене те шута илетĕп те хăш чухне çавăн пек пĕр шухăш патне çитетĕн, танлаштаратăн. Темĕскерле çавăн пек ӳкерчĕк пулса тухать.
Тĕрлĕ ĕçе калăплама тĕрлĕ вăхăт кирлĕ, палăртать художник. Сăмахран юлашки ĕçе — «Улăп йăхĕ.Эпир пулнă» ятлă картинăна вăл 2 çул ӳкернĕ. Пĕр-пĕр ĕç патне вăхăт иртсен каялла таврăнни те пулать иккен. Шухăш-туйăм ылмашăнсан картинăсене тÿрлетет вăл. Çавăнпа та кашни ĕç хыççăн пăнчă мар, нумай пăнча лартни тĕрĕсрех тесе шутлать ӳнерçĕ.
Станислав Юхтар ĕçĕсемпе куравсенче, социаллă тетелсенче паллашма пулать. Унăн ÿкерчĕкĕсем нумай сăвăçпа çыравçă кĕнекисене илемлетеççĕ.
Тĕл пулу ӳнерçĕн пуян чун-чĕрипе, тавракурăмĕпе çывăхрах паллашма май пачĕ. Пухăннисем вăл хăйĕн кун-çулĕ пирки, пултарулăхăн тĕрлĕ тапхăрне сăнласа панине тимлесе итлерĕç. Мероприятие илсе килнĕ картинăсене çывăхран курса паллашма тӳр килни вара чи пĕлтерĕшли пулчĕ.
Ольга Савинова, Сергей Емельянов, Чăваш Ен Наци телевиденийĕ