Сĕнтĕрвăрри округĕнчи Кĕçĕн Ăстакасси ялĕнчи Роман Ефремовшăн паян чăн-чăн уяв, 18-ти каччă суйлава пĕрремĕш хут хутшăнать.
Роман Ефремов, Сĕнтĕрвăрри округĕнчи Кĕçĕн Ăстакасси ялĕнче пурăнакан: Маншăн вăл питĕ интереслĕ выборта пĕрремĕш хут хутшанатăп та-ха. Аслисен шутне хама кĕнĕ пек туйрăм та-ха.
Çулĕпе çамрăк пулин те ĕçĕпе тахçанах аслисен шутĕнче вăл. Тăван ялĕнче культорганизатор пулса ĕçлет, ача-пăчасен «Шăнкăрав» ансамбльне ертсе пырать, ял ансамлĕн концертмейстерĕ.
Суйлав комиссийĕнче ют çынсем мар, пурте ансамбль хастарĕсем. Ялта клуб çук, лавкка çуртĕнче пуçтарăнаççĕ Кĕçĕн Ăстакассисем, çавăнпа суйлава пысăк шанăçпа килеççĕ.
Альбина Захарова, 1119-мĕш суйлав участокĕн председателĕ: Суйлав хыççăн çĕнĕ клуб туса параççе пуль-ха тетпĕр. Пирĕн клубра фольклор ушкăнĕ пур, хамăр ял ушкăн, çавăн пекех ача-пăчасен ушкăнĕ те пур. Шăнкăрав ушкăн. Концертсемпе тухатпăр. Юнашар ялсене çÿретпĕр.
Акă халĕ те пушă вăхăт тупăнсанах купăс тăсса яраççе. Ĕмĕчĕ пурнăçланасси пирки вара Кĕçĕн Ăстакассисем иккĕленмеççĕ, республикăра чылай клуба юсанине, çĕнĕрен çĕкленине телевизорпа куллен кураççĕ.
Надежда Яковлева, Дмитрий Ковалев, Бахтияр Велиев, Чăваш Ен наци телевиденийĕ.