Тавралăх хăтлăхĕ хамăртан килет. «Халăх пуçарăвĕ» программăна çĕнетсе «Ниме — халăх бюджечĕ» ят панă. Çак программă ялсемпе хуласен сăнне тĕпрен улăштарма май парать.
Пуçару пархатарне Вăрнар тăрăхĕнчи Çăлкас Кăкшăм ялĕнче пурăнакансем те туйса илнĕ. «Ниме — халăх бюджечĕ» программăпа асфальтлă çул сарнă.
Вăрнар тăрăхĕнчи Çăлкас Кăкшăм ялĕнче асфальтлă çул пулман. Ялта пурăнакансем йĕпе-сапара ураран атă хывман, транспорт вара яла пач та кĕреймен. Çулсем такăр та тикĕс пулсан ял та аталанать, палăртаççĕ кăкшăмсем. Проект хакĕ 12 миллион тенкĕ. Вĕсенчен 10 проценте ялта пурăнакансем хăйсем пуçтарнă.
Пурнăç хăтлăхĕ хамăртан та килет. Пĕрлĕхре, пĕр шухăшлă пулнинче — пысăк вăй. Ял-хула тăрăхне аталантармалли проектпа килекен укçан пархатарне пур кăмăл тăвакан та туйса илме пултарать. Кăмăл çеç пултăр. Вăрнар тăрахĕнчи Çăлкас Кăкшăм ялĕнче пурăнакансем «Ниме — халăх бюджечĕ» программăна кăçал та хутшăнаççĕ. Ял ырлăхĕшĕн тăрашакан хастарсем çĕнĕ пуçарусем пурнăçласшăн.
Елизавета Цветкова, Чăваш Ен наци телевиденийĕ