Пирĕн ĕçтеш, Ольга Савинова «Тĕнче Раççей миссисĕ 2025» илемпе амăшĕн конкурсне хутшăнать. Ăмăрту Мускав хулинче иртет.
Ольга Савинова Елчĕк тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ. Çĕнĕ Шупашкар хулинче пурăнать. Мăшăрĕпе 2 ача çитĕнтерет. «Тĕнче Раççей миссисĕ 2025» илем конкурсĕ çĕртме уйăхĕн 1-6 мĕшĕсенче çĕршывăн тĕп хулинче иртет. Ăмăртăва çемье çавăрнă хĕрарăмсем кăна хутшăнма пултараççĕ. Ольга Çĕнĕ Шупашкар чысне хӳлĕме шаннăшăн савăнать. Конкурса хутшăнса тăван тăрăха юратнине те палăртать.
Конкурсăн юлашки тапхăрĕ çĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнче иртĕ. Ĕçтешĕме ăнăçу сунатпăр. Çĕнтерӳпе таврăнмала пултăр.