Туслăха çирĕплетеççĕ

Чăваш Енре 128 халăх çынни туслă пурăнать. Ку ырă йăла аталанса кăна пырать.

Наци хутшăнăвĕсене çирĕплетме республикăра тĕрлĕ ĕç-пуç ирттереççĕ. Вĕсенчен пĕри Фахретдин вулавĕсем. Ăслăлăхпа практика конференцине Комсомольски тăрăхĕнчи Урмаелте йĕркелерĕç.

Фахретдин вулавĕсене кашни çулах ирттереççĕ. Ăслăлăхпа практика конференцийĕнче халăхсен хутшăнăвĕсене тимлĕх уйăраççĕ. Чăвашсемпе тутарсен туслăхĕ ĕнер кăна пуçланман.

Пĕчĕкрен пирĕн килте çан пек обстановка пулнă. ăçта чăвашсем килеç. Хăнана. Эпир постоянно пĕрле. Общаться туса пурăннă. Чăвашсем килеç самый пысăк хăнасем пек. Аннесем аттесем вĕсене встречать тăватчĕç. Чей ĕçеттĕмĕрччĕ пĕрле. Эп удивляться тăваттăмччĕ. Пĕчĕк ачасемпе килетчĕс вĕсем. Ку мĕнле пĕчĕк ача чăвашла пĕлет-ши тесе хам удивляться тăваттăмччĕ.

Конференцинче Урмаел историне халалланă ĕçе те тишкерчĕç. Яла Вăрнар районĕнчи Мăн Явăш ялĕнчен тухнă виçĕ пĕр тăванран пĕри никĕсленĕ. Ăна шăпах Урмай тесе чĕннĕ. Вăл чăваш пулнă. Хаяр Иван патша вăхăчĕ хыççăн кăна ку вырăнсенче тутарсем тĕпленнĕ.

Маллала та малашне çапла пурăнмалла пултăрччĕ. Пирĕн вĕт уйăрмалли нимĕскер те çук. Пирĕн чĕлхене те еслли пăхсан чĕлхене пирĕн нумай сăмахсем пĕрне пĕри похожи. Пĕр пек.

Алексей Зотиков, Олег Цыпленков, Чăваш Ен наци телевиденийĕ

Может быть интересно

По оперативным данным на 11:00 ч. в результате прилета БПЛА в Чебоксарах пострадало 14 человек, включая одного ребенка

09.12.2025

Председатель Кабинета Министров Чувашии Сергей Артамонов: «Вместе с командой Правительства Чувашии выехали на место происшествия и проконтролировали работу пункта временного пребывания жителей на базе школы № 20. Всем необходимым люди обеспечены»

09.12.2025

Жители возвращаются в свои квартиры (кроме дома по адресу: пр. Ивана Яковлева, 6)

09.12.2025

По оперативным данным в результате прилета БПЛА в Чебоксарах число пострадавших увеличилось до 9 человек, включая одного ребенка

09.12.2025

В результате прилета БПЛА в Чебоксарах есть пострадавшие, имеются повреждения жилых домов

09.12.2025

Сегодня утром в республике в очередной раз зафиксирована атака вражескими БПЛА

09.12.2025

Филиалу Центра «ВОИН» в Чувашии присвоили имя Героя России Дмитрия Семёнова

09.12.2025

В Новочебоксарске водитель «Приоры» сбил мальчика-велосипедиста на «зебре»

09.12.2025