Видеоматериалы

«Спартак-Чăваш Ен» волейбол дружини 2-мĕш вырăнта

«Спартак-Чăваш Ен» волейбол дружини Раççей чемпионачĕн пĕрремĕш лигинче лайăх кăтартусемпе палăрнă. Çак çитĕнӳ пирĕн спортсменсене ăмăртăвăн турнир таблицинчи 2-мĕш вырăн йышăнма май панă. Волейбол хастарĕсен çитес вăййисем хăçан тата ăçта иртĕç? Спортсменсем вĕсене мĕнлерех хатĕрленеççĕ? Çакна пĕлме манăн ĕçтешсем те «Спартак-Чăваш Ен» ушкăнпа пĕрле тренировкăна çитсе килчĕç.