Видеоматериалы

Килĕшӳ çирĕплетрĕç

Чăваш Ен – культура эткерлĕхĕн сăваплă вырăнĕсемпе пуян. Вĕсемпе паллашма, чиркӳсемпе мăнастирсене çитсе курма кăçал çеç пирĕн тăрăха 45 000 çын килнĕ. Туризмăн çак енне малалла аталантарас тĕллевпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тата Чăваш митрополийĕн епархийĕсем килĕшӳ çирĕплетрĕç.

Чăваш Республики 250 ытла чиркӳ тата 7 мăнастир пулнипе палăрса тăрать. Вĕсен йышĕнче федераци тата регион шайĕнчи культура эткерлĕхне упракан объект чылай. Çак сăваплă вырăнсем тĕрлĕ тăрăх çыннисене те тыткăнлаççĕ, нумайăшĕ вĕсене çитсе курма тата унта хăйсен тĕнне пăхăнса тĕрлĕ йăла-йĕрке ирттерме тăрăшаççĕ. Сăваплă вырăнсем тăрăх йĕркелекен çул çӳрев туризмăн тĕрлĕ енне аталантарма май панине Чăваш Ен ертӳçи Олег Николаев та асăнчĕ. «Çак вырăнсем тĕн çыннисене кăна мар, çĕршывăн историпе-культура эткерлĕхне тĕпчекенсене те кăсăклантараççĕ», – палăртрĕ вăл. Çирĕплетнĕ килĕшĕве пăхăнса республикăра чиркӳсем çĕклес, халăха ăс-хакăл культурипе кăмăл-сипет воспитанине парас тата ытти енпе çыхăннă ыйтусене татса парассине тимлĕç. 

Сегодня в эфире

Программа передач на 09.02.2023

Список пуст

Лица компании
Наш уникальный коллектив — особая гордость

Программа телепередач

ПнВтСрЧтПтСбВс