Видеоматериалы

Пĕрлешӳсем нумайланаççĕ

Кăçал кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре регион экономикĕшĕн пĕлтерĕшлĕ организаци 76 шутланнă. Çак хисеп халь тата та ӳснĕ. Кун пирки Чăваш Республикин экономикине санкцисен пусăмĕнче çирĕп аталантарас тĕллевпе йĕркеленĕ штаб ларăвĕнче сӳтсе яврĕç.

Чăваш Ен экономикишĕн пĕлтерĕшлĕ организацисен хисепĕ кăçал самай ӳсрĕ. Республикăри Министрсен Кабинечен йышăнăвĕпе çурла уйăхĕнче списока çăмăл промышленнăçри, полиграфинчи 20 пĕрлешĕве кĕртнĕ. Хальхи ларура тата 15 организацие унта кĕртесси пирки калаçрĕç. Çавна май Чăваш Енре малашне регион экономикĕшĕн пĕлтерĕшлĕ 111 организаци пулĕ. Кунта çакна та палăртса хăвармалла, кирлĕ предприятисен йышне кĕрсен пĕрлешӳ Чăваш Республикин промышленнăçĕн аталанăвĕн фончĕн çăмăллăхлă укçипе те усă курма пултарать. Республикăри 27 предприятие пĕлтерĕшлĕ организацисен федераци реестрне кĕртнĕ. Кăçал ун хисепĕ те палармаллах ӳсрĕ. Унта тата 18 субъекта кĕртнĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев тулли мар мобилизаци вăхăтĕнче регион экономикине çирĕплетме грант памалли йĕркесене кăштах йăвашлатмалли пирки каларĕ. Ытти çăмăллăх пирки те чарăнса тăчĕ Олег Алексеевич. 

Сегодня в эфире

Программа передач на 09.02.2023

Список пуст

Лица компании
Наш уникальный коллектив — особая гордость

Программа телепередач

ПнВтСрЧтПтСбВс