Видеоматериалы

Атăл леш енне кăвак çулăм çитрĕ

2022-мĕш çулхи юпа уйăхĕн 28-мĕшĕ Чăваш Еншĕн пĕлтерĕшлĕ кун. Тинех Атăл леш енне кăвак çулăм çитрĕ. Малашне Марипе Чăваш республикисене пĕр газ пăрăхĕ пĕрлештерĕ. Ку та пĕрремĕш хут.

Паллă пулăма çĕршыв шайĕнчи сумлă хăнасем те хутшăнчĕç. Вĕсен йышĕнче Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн председателĕн пĕрремĕш çумĕ Андрей Турчак, «Газпром межрегионгаз» ушкăнĕн тĕп директорĕ Сергей Густов та  пулчĕç.