Видеоматериалы

Кадет ятне тивĕç пулчĕç

«Пурнăçа – Тăван çĕршыва, чыса – никама та!» Паян Александр Кочетов ячĕллĕ кадет шкулĕн вĕренекенĕсем çĕршыва парăннине ĕнентерсе тупа турĕç. 5-мĕш класри 136 çамрăк малашне кадет ятне вĕренӳре те ĕçре те тивĕçлĕ тытса пыма шантарчĕç.

Юпа уйăхĕн 24-мĕшне календарьте хĕрлĕ тĕспе палăртман пулсан та, çак кун Кочетов ячĕллĕ кадет шкулĕн лапамне пуçтарăннă кашни ачашăнах пĕлтерĕшлĕ. Тăван çĕршыва парăннине ĕнентерсе, кадет ятне тивĕç пулнине шантарса вĕсем сумлă хăнасем, аслă юлташĕсем, ашшĕ-амăшĕ умĕнче тупа тăвасса чылай кĕтнĕ. Кадет йышне кĕнине çирĕплетекен кĕнекене республика Пуçлăхĕн аллинчен илни ачасен асĕнче манăçми йĕр хăварĕ.

«Тупа тунинче пытанакан вăй сире вĕренӳре, хăвăра халалланă ĕçре вăй парса тăрĕ, пулăшса пырĕ», – палăртрĕ Олег Николаев çамрăк патриотсене саламланă май. Çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ĕç ача сачĕсенченех пуçланать. Ку енĕпе тĕллевлĕн ĕçлени Чăваш Енре кадет юхăмне çулран-çул аталантарма май парать.

ВЕНЕРА ВАЗИКОВА: «Ачасем кăçалтан, сентябрьтен апат укçасăр, хăйсем тӳлемесĕр çиме пуçларĕç. Тумтир та, ачасене пурне те хамăрах тивĕçтеретпĕр. Пур ачасене те эпир хамăран çĕршыва юратма, кирлĕ чухне ăна хӳтĕлеме вĕрентсе пыратпăр, çар ĕçне чыслама хутшăнтаратпăр».

Çамрăк патриотсене малашне пурнăç шкулĕ кĕтĕ. Кадет ретне тăни, пĕлтерĕшлĕ документа алла илни яваплăх туйăмне те çуратать. Чăн-чăн кадетсем çеç ăна шкултан пуçласа çар академийĕ, служби таран типтерлĕн упраса çитерме пултараççĕ-çке. 

Сегодня в эфире

Программа передач на 09.02.2023

Список пуст

Лица компании
Наш уникальный коллектив — особая гордость

Программа телепередач

ПнВтСрЧтПтСбВс