Видеоматериалы

Хăрушсăрлăх пĕрремĕш вырăнта

Хусан, Пермь, Ижевск тата ытти хуласенчи вĕренӳ учрежденийĕсенчи ачасен, унта вăй хуракансен пурнăçĕ сарăмсăр татăлнипе çĕршывĕпех хăрушсăрлăх йĕркине çирĕплетме тивнĕ. Алла хĕç-пăшал тытнă, хура ĕç тăвас шухăшлă çынсенчен шăпăрлансене сыхланма, пĕлӳ çурчĕсенче тăрăшакансене пăтăрмахлă лару-тăрура вăхăтлă йышăнусем тума вĕрентес тĕллевпе Чăваш Енри шкулсенче те тактика хатĕрленĕвĕсем иртеççĕ.

Шупашкарти 64-мĕш шкула пĕр чăрмавсăр куртка тăхăннă арçын кĕчĕ. Унăн аллинче автомат. Питне хӳтлĕх хатĕрĕ айĕнче пытарнă. Шăпах çак темиçе çеккунтра вахтăра ларакан сыхлавçăн йĕрке хуралçисене чĕнтерекен пускăча пусса ĕлкĕрмелле. Вĕрентекенсен шкул ачисемпе пĕрле хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнса алăксене питĕрмелле, çав вырăна террорист кĕресрен сĕтел-пуканпа хупламалла. Шкул ачисен чӳрече, алăк патĕнчен аяккарах пулмалла. Росгварди ĕçченĕсем килессе кĕтмелле.

ЕЛЕНА АБЗЕЕВА: «Хĕç-пăшаллă тăшман тапăнчĕ. Ăнсăртран килсе кĕчĕ, анчах та учительсем хăйсен тимлĕхне çухатмарĕç. Вĕсем ачасен сывлăхне упраса хăварас тесе алгоритм йĕркипе хăйсен ĕçне тĕрĕс пурнăçларĕç. Çавăнпа та ачасем, вĕрентекенсем хушшинче аманнă, сусăрланнă çынсем пулмарĕç. Ман шутпа, çавăн пек вĕрентӳ урокĕсем туса ирттерни питĕ кирлĕ».

8-мĕш класра вĕренекен Никита Никитин: «Пăтăрмахлă лару-тăрура хамăра лăпкă тытмаллине пĕлетĕп», – тет. Çапах та шкулта тактика вĕрентĕвĕсем вăхăтĕнче пур пĕр кăшт хăранине пытармасть.

НИКИТА НИКИТИН: «Шкулта вĕрентӳ пулнă. Алăксем хупнă вара. Шăпăрт ларнă. Эпĕ пĕртак хăрарăм».

Класс ертӳçи те вĕсене яланах инкеклĕ лару-тăрура мĕн тумаллине ăнлантарса, каласа кăтартать. Тактика вĕрентĕвĕсенче мĕн пур пĕлĕве тĕрĕслеççĕ. Хăш енĕпе ĕçлесе çитерейменни тӳрех курăнать. Шупашкарти вĕрентӳ управленийĕнче тăрăшакансем йĕрке хуралçисемпе пĕрле кашни кăлтăка шута илчĕç. Вĕсенчен пĕри – алăксем япăх хупăнни. Тӳрех каламалла, 64-мĕш шкулта çитменлĕхсем сахал пулчĕç. Тĕрĕслевсем ытти шкулсенче те иртеççĕ. 

Сегодня в эфире

Программа передач на 09.02.2023

Список пуст

Лица компании
Наш уникальный коллектив — особая гордость

Программа телепередач

ПнВтСрЧтПтСбВс